АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çичĕ çул çын патĕнче пурăнтăмăр

10 сентября 2011 г.

Вера Ивановнăпа эпĕ Хитекушкăнь ялĕнче паллашрăм. Илемлĕ тутăр çыхнă, сап-сарă кофта тăхăннă кинемей 80 çула пуснă тесе шутлама та пултарайман. Алла туя та тытман, вашлаттарса çеç пырать вăл.

Вера Каймакова 1933 çулта çак ялтах çуралнă. Йышлă çемьере ÿснĕ вăл. Паянхи кун тĕлне вара вĕсем пурте çут тĕнчепе сыв пуллашнă ĕнтĕ. Вера Ивановна, ашшĕ килтен çемьене пăрахса тухса кайнăран, ачаллах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: çум çумланă, вак тĕвек ĕçсене пурнăçланă.

Шкулта вĕренме тÿр килмен ăна. Виçĕ хутчен кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕленнĕ. Çавăнпа та çичĕ çул вĕсен çын патĕнче пурăнма тивнĕ. Хура-шурне нумай тÿснĕ. Шкула çÿреме мар, ытахальтен тăхăнма та çи-пуçĕ пулман, тăраниччен çисе курман. Курайманлăхпа вĕсен кил-çуртне тиврете-тиврете янă.

Хăй ĕмĕрĕнче икĕ хутчен качча каять Вера Ивановна. Нумай ачаллă амăшĕ пулса тăрать. Пилĕк ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнелет. Шел, икĕ ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ унăн. Пĕри вилни çулталăк çеç çитет-ха. Ытти ачисем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ. Кашниех мăшăрлă, ача-пăчаллă. Амăшĕ патне час-часах килеççĕ. Куç тулли мăнукĕсем савăнтараççĕ.

Мускавра тĕпленнĕ хĕрĕ патĕнче çулталăка яхăн пурăннă Вера Ивановна. Вăл хăйне ялти сывлăш килĕшнĕрен, хăйне ирĕклĕрех туйнăран тăван кĕтесе таврăннă. «Курупкари пек питĕрĕнсе ларас килмерĕ. Автомашина кĕрлевĕ те хăлхана йăлăхтарса çитерчĕ, кунта вара лăпкăрах», – терĕ Вера Ивановна, ялта пурăнма килĕшнине çирĕплетсе. Халĕ кинемей ялта тĕпленнĕ ывăлĕн çемйипе пурăнать .

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика