10 сентября 2011 г.
Вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă Чăваш халăх поэчĕ Александр Алка хăйĕн литературăри юлташне Максим Ястрана асăнса çырнă очерк сыпăкне вулар-ха.
«Вăтам пÿллĕ, шатрарах питлĕ, хăмăр куçлă, шухăшлă сăн-сăпатлă, анчах сăмах-мĕн хушсан, яланах йăл кулса илекен çамрăк çынччĕ вăл. Пĕр сăмахпа каласан – пурнăç тума тытăннă ĕçчен те кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ чăваш каччи.
Вăрманкасри Максим Ястран çул çÿреме юратнă. Икĕ хутчен Кавказа кайса килнĕ, Украинăра пулнă, хамăр республикăра нумай çÿренĕ. Шухăшпа ытамлама çук анлă çĕршывăмăрпа тĕрлĕ халăхсен куллен-кунхи пурнăçне, вĕсен çĕрне-шывне, йăлисене пĕлес туртăм ăна канăç паман. Пурне те курас, темĕн те пĕлес килнĕ. Хăй ватăличчен пурăнас çуккине пĕлнĕ пекех кунĕ-кунĕпе ĕçленĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе вуланă, çырнă – васканă.
Икĕ кĕнеке кăларма ĕлкĕрнĕ – «Хĕрлĕ çăлтăр» (1940), «Çĕнтерÿ ялавĕ» (1941). Çав çулсенчех «Илемлĕ литература» альманахра «Çич çунатлă ăмăрткайăк» юмах пичетленĕ. Халĕ ун архивне тĕпчетĕн те – çамрăк поэт çырмасăр-ĕçлемесĕр пĕр кун та сиктерменнине куратăн.
Вăл чăваш поэзийĕн çĕнĕрен çĕнĕ енĕсене шыранă, тăван чĕлхен пуянлăхĕпе мĕнле кăна сăвă çырма-шăрантарма май пуррине кăтартса пама тăрăшнă. Вăл, çĕр çинче е айĕнче пурлăх шыранă пек, чĕлхере тĕрлĕ мелсем тупасшăн пулнă. Акă, «Темĕскер-мĕскер» юмахăн пуçламăшĕ:
Эп халапçă мар, атьсемĕр,
Эп юмахçă мар – пĕлсемĕр.
Пурпĕр мар-и, итлесемĕр
Эп пуçарнă юмаха.
Ку вăл – чăваш юмахçисен пуçламăш сăмахĕ, сăвăсен виçи те халăх юрри-сăмахне аса илтерет.
Поэтăмăр кăткăс рифмăсем хайласа тупма юратнă, вĕсене тума чĕлхере пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек сăмах суйланă:
Кил, савни, ума, ларччĕ ман çума, –
Ыр хисеп тума, тек сума сума...
Кил, савни, каçпа; эп ун чух санпа
Утăп та садпа, çутăлăп сăнпа.
Тусĕ ыр хĕр ун, чунĕ ун – палан:
Хĕвел те хĕрÿн çунĕ унпалан.
Сăвă йĕркисем пĕтĕмпех рифмăсенчен тăраççĕ: хĕр ун – хĕрÿн, чунĕ ун палан – çунĕ унпалан. Рифмисем питĕ кăткăс пулин те, сăвви çăмăлах вуланать, илемлĕ, янравлă...
Çывăр, тетпĕр эпир халĕ Максим Ястрана хăйне. Вăл 1942 çулта Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн пыракан сăваплă çапăçура çамрăкла пуçне хунă».
Александр АНАНЬЕВ.