АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кĕтес ылтăнран та хаклă

10 сентября 2011 г.

Маншăн ял пурнăçĕ чуна çывăх. Унăн асамлăхĕпе, илемĕпе киленсе ÿснĕ вĕт-ха мĕн ачаран. Пĕчĕклех пире «куршанак» çыпçăннă. Çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе туслашнă. Ку çеç те мар, пурнăçăма тăван хуçалăхпах çыхăнтартăм.Хам ĕмĕрте чылай çĕрте ĕçлеме тиврĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕнчен аякра тăман. Пĕрле, пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлеттĕмĕр. Обществăлла çуртсене çĕнетмелле-и, токарь-сварщик ĕçĕсене пурнăçламалла-и – вăй-хала шеллемен. Бригада ĕçĕсене те хутшăннă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине асăнас килет. Пирĕн вăхăтрисем алла професси илсен тăван яла таврăнса ĕç вырăнĕ тупатчĕç. Паян вара пачах та урăхла ÿкерчĕк. Яшсемпе хĕрсем тĕп хулана каяççĕ те шурă çăкăр çинĕ хыççăн хăйсем çуралнă кĕтес пирки вуçех те манаççĕ.

Ÿркенменнисене валли пур çĕрте те ĕç пур. Ялта та çамрăксем çук мар. Вĕсем район центрне, Чăваш Сурăмне ĕçе çÿреççĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем те чылайăн. «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ çулран-çул вăй илет. Условисем те çителĕклĕ кунта. Выльăх-чĕрлĕх валли кашни çулах витесене çĕнетсе тăраççĕ. Ĕç укçине те вăхăтра параççĕ. Килти хуçалăха аталантарса тупăш илекенсем те сахал мар пирĕн ялта. Орловсем, Ивановсем, Яковлевсем ырлăх-пурлăха хушса пырассишĕн тăрăшаççĕ.

Юлашки вунă çулта кашни яла тенĕ пекех çут çанталăк газĕ çитрĕ, лайăх çулсем чуна савăнтараççĕ. Пурнăç çĕнелсе улшăнни куçкĕрет.

Кил хуçисĕр ларакан çуртсем нумай мар. Акă ял пуçĕнче пурăнакан Иванпа Александр Васильевсем пĕр уйăхрах кирпĕч пÿрт çĕклесе лартрĕç. Ялти вăй питти арçынсем, çамрăксем чылай пулăшу кÿчĕç вĕсене. Ял сăнĕ улшăнсах пырать, çĕнĕ çуртсем çулленех çĕкленеççĕ. Тăван кĕтес, çуралнă вырăн тирпейлĕ, илемлĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. Тăван кĕтесрен хакли çук. Таçта аякка кайсан та хăй патнех чĕнет, туртать хам çуралса ÿснĕ ялăм. Ачалăха та, çамрăклăха та, вăйпитти вăхăта та кунтах ирттернĕ эпĕ. Утмăл çула пусăмларăм пулсан та кĕрĕк арки йăваласа ларас килмест-ха. Мĕн пур вăй çитнĕ таран килте тăрăшатăп, ялти йĕтем çинче вăй хуратăп.

С.МАТВЕЕВ,

Анатри Юлăш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика