10 сентября 2011 г.
Пурнăç çулĕпе хаçăтăн 73-74-мĕш номерĕсенче «Килĕшÿре пурăнатпăр, тирпейлĕхе хаклатпăр» ятпа статья пичетленсе тухрĕ. Çырăвне Мартынкасси ялĕнче пурăнакансем (51 çын алă пуснă) ярса панăччĕ. Çавăн хыççăн алла ручка тытас тĕллев çуралчĕ. Шухăшсене шурă хут çине куçартăм.Эпĕ тĕрĕсмарлăха чăтма пултараймастăп. Эпир яла хăнана кăна мар, çывăх çынсене пулăшма, ĕçлеме килетпĕр. Юратнă тăван кĕтес тесех çитетпĕр Мартынкассине. Çавăнпа та маншăн унăн тирпей-илемĕ те хаклă. Асăннă статьяра çырнипе килĕшме пултарайманни мана алла ручка тытма хистерĕ.
Пирĕн пирки ют çынсем, тенĕ. Апла пулсан ыттисен ачисем те ют, мĕншĕн тесен вĕсем те хуларан килсе çÿреççĕ-çке. Ялти тирпей-илем тивĕçтерменнине кăтартакан сăн ÿкерчĕк редакцире те пур. Архипов хăйĕн çÿп-çапне (хăйăра, кирпĕче) комисси çитиччен кăна пуçтарчĕ. Çынсен пуçĕсене вара урăхла минретнĕ вăл.
Ачасен площадки уйсенчен юхса килекен шыва чармалли вырăннех. Çак ыйтăва Анисимова унччен мĕншĕн çĕклемен-ха; Кÿршĕсен прависене хĕсес марччĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнасчĕ.
Ялти уй хапхисене Зоя Порфирьевна ертÿçĕре ĕçленĕренпе çĕнетмен. Вăл хăйĕн ĕçне яла тирпей-илем кÿрессинчен пуçланăччĕ. Алăксене, картасене юсассине йĕркеленĕччĕ. Ял çыннисен те ăнланса илмеллех, шухăш-кăмăл енĕпе çирĕпрех пулмалла, çын хыççăн каймалла мар, пули-пульми мĕншĕн алă пусмалла пулнă-ха;
Ялта нихăçан та такăр çул пулман. Çуртсем, алăксем таврашĕнче яланах кирпĕчсем, хăмасем, пĕренесем выртнă. Стройка хыççăн вара нивушлĕ тирпейлемелле мар. Саккуна пăхăнса пурăнасчĕ.
Хулара, нумай хутлă çуртсен таврашĕнче, ачасен площадкине варрине вырнаçтараççĕ. Ялта кунашкал хăтланни вырăнсăр. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацине ялта çÿп-çапа пухассине йĕркелеме хушнăччĕ. Çынсен ăпăр-тапăра ăçта пăрахмалла-ха; Штраф тÿлес мар тетĕр пулсан – тирпейлĕр. Кил-çурт таврашĕнче йĕрке тума йывăр-ши вара; Тимлеменни кăна чăрмантарать тесе калас килет.
Архипов мана хирĕç алă пустарать. Эпĕ нимĕнле преступлени те туман-çке. Тирпей-илемшĕн тăрăшни ырă ĕç кăна.
Анисимова кирпĕчсенчен дамбăна машинăсене валли мар, шыв юххине пĕве еннелле ярас мар тесе турĕ. Вĕсем унта пурăннăшăн кам айăплă; Пÿртне урăх çĕрте тумалла пулнă. Çурхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче уйсенчи шыв яланах пĕве еннелле юхнă, никама та чăрмантарман. Курăнать, ялăн çак кĕтесне вуçех те хупласа хурасшăн.
Пирĕн кÿршĕсен çĕрне çавăрса илес ыйтупа администраци йăнăш тума пултараймасть. Чиновниксем çавнашкалах ăссăр-и вара;
Эпир ял çыннисене кÿрентеретпĕр имĕш, хамăр лайăххишĕн кăна пулин те. Ватă нимех те тăваймасть-ха, йĕркелеме те пултараймасть. Çум-курăксене пĕчченех пуçтарса çÿрет. Манăн анне вара пĕлтерÿ урлă халăха пуçтарма пултарчĕ, хыççăн уйри хыт-хурана пухса çунтарассипе ĕçсем пычĕç.
Уй урлă çÿреме çул та уçрĕç. Халĕ кунтан иртсе çÿреме пуриншĕн те меллĕ.
Çамрăксене пуçтарăнма ялта культура çурчĕ пур. Хуларан та канмалли кунсенче, отпуска та килеççĕ. Культура учрежденийĕнче пĕр-пĕр мероприяти иртсен вĕсем те кăмăллă пулнă пулĕччĕç. Анчах пысăк çурт ахалех ларать. Культура çыннисене ĕç укçине мĕншĕн тÿлеççĕ-ши; Хушăран пирĕн кил çывăхĕнче клуб «уçни» пулкалать. Шалтах аптрамалла вĕт, ăçта пухăнмалла-ха çамрăксен; Культура çурчĕ çывăхĕнче те тÿрем вырăн чылаях. Унта спорт мероприятийĕсем ирттерме меллĕ. Çавна йĕркелесен тĕрлĕ ÿсĕмрисене – яшсемпе хĕрсене, аслă çулхисене, пĕчĕккисене те вăхăта усăллă ирттерме майсем пулатчĕç.
Яла тирпей-илем кÿрессипе пур енлĕ ĕçлемелле. Вăрçă ветеранĕсене чысласа лартнă палăк тавра мĕншĕн-ха чечексем, тĕрлĕрен тĕмсем лартмалла мар; Ку ĕçе ачасемпе те пурнăçлама пулатчĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелессишĕн тăрăшни кăна кирлĕ. Яланах ĕлĕкхи пек пурăнмалла мар, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртсе пымалла.
Тирпей-илем енĕпе хирĕçсе, тавлашас марччĕ, çанă тавăрса ĕçлесчĕ.
Ф.ЧЕЧУРОВА.