10 сентября 2011 г.
Çĕр-шывра 15 градусран хаяртарах алкоголь продукцине 23 сехетрен пуçласа ирхине 7 сехетчен сутма чаракан саккун вăя кĕнĕ. Обществăра вăл тĕрлĕ сас-хура çуратрĕ. Сăмахран, пĕрремĕшсен шухăшĕпе, çакă алкоголизм ÿсĕмне чармалли пĕртен-пĕр меслет. Теприсем «хаяр шĕвексене ирĕклĕн суттарманни ĕçкĕçсене чараймĕ, çынсене суя эрех ытларах ĕçме кăна хистĕ» тесе çирĕплетеççĕ. Çĕнĕлĕхе хирĕçлекен, сивлекен чылай. Анчах алкоголь продукцине сутма чарни патшалăх çак ыйтăва пĕлтерĕшлĕ тесе шутланине кăтартать. Ĕçес текене, паллах, чараймăн: лавккара туянаймасан ăна вăл урăх çĕртен илет. Ялсенче те «эрех бизнесĕ» анлăн сарăлнă. Çамрăксем патнех таврăнар. Вĕсем валли уйрăм саккун кирлĕ. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕме талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те спирт хутăшлă нимĕнле шĕвек те сутма юрамасть. Асăрханă пулĕ, хĕрсемпе каччăсенчен чылайăшĕ сăра е джин-тоник ĕçме кăмăллать. Виçине пĕлсе ĕçсен шĕвексем сиенсĕр пулĕ. Анчах пĕр кĕленчепе кăна çырлахмаççĕ вĕсем. Статистика чылай преступление çĕрле тата ÿсĕрле тунине кăтартать. Паллах, кашнийĕн хăйĕн шухăшĕ. Никама та хистесе йĕркене кĕртеймĕн. Ĕçме юратаканни – ĕçетех, эрех-сăрана кăмăлламанни унпа ахаль те туслашмĕ. Анчах кашниех самантлăха та пулин шухăша кайма тивĕç: алкоголь организма мĕнле витĕм кÿрет-ха; Манăн шухăшăмпа, патшалăх спирт хутăшĕсене сутассине йĕркене кĕртни çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне, сывлăхне упраса хăварма пулăшатех.
Николай СЕРГЕЕВ.