АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьери килĕшÿ – ĕçри ăнăçу

10 сентября 2011 г.

– Сывлăх сунатпăр, Алиса Григорьевна! Çĕнĕ кĕнекесем килмен-и-ха; – çитсе кĕнипе пĕрлех сăмах пуçарчĕ ватлăх енне сулăннă хĕрарăм.– Пур-пур, анчахрах туяннăччĕ-ха, – вулакан умне хытă хуплашкаллă темиçе кĕнеке кăларса хучĕ библиотекарь.

– Хăшне илесшĕн, юрату çинчен-и е хальхи пурнăçпа çыхăннине, – терĕ вăл.

– Маншăн пурпĕрех. Кашнинех кăмăлласа вулатăп. Геройсемпе пĕрле кулянатăп, савăнатăп та, – шухăшне пĕлтерчĕ Валентина Михайлова пенсионерка.

Çапла кулленех çынсене йышăнаççĕ Алиса Григорьевнăпа Галина Иванова. Ваттисем, çамрăккисем, ачасем те татăлмаççĕ кунтан. Вулавăш ертÿçи пуласси вара çамрăк специалистшăн питех те яваплă, тăван ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтересси пушшех те. Малтанах, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсанах, таçта та вăй хума тивнĕ Алисăна. Вырăс Сурăмĕнчи, Тимĕрçкассинчи, Элĕкри ача-пăча библиотекисенче тăрăшать вăл. Урăхла каласан, сакăр çул аякри культура учрежденийĕсенче ĕçлесе çÿренĕ хĕр. Юлашки тапхăрта Мăн Вылăри библиотека ĕçне йĕркелесе ертсе пырасси – телей уншăн.

Алиса Григорьевнăпа Эдуард Алексеевич вун пĕр çул каялла пĕр çемьене чăмăртаннă. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухнă. Выльăх-чĕрлĕх те картишĕ тулли.

– Ял çынни ахаль епле пурăнтăр. Çĕр лаптăкĕ чылаях та выльăх-чĕрлĕх усрама тиветех. Хушма тупăшне те килти хуçалăхранах илетпĕр-çке, – терĕ аслă пĕлÿллĕ çамрăк хĕрарăм.

Эдик мăшăрĕ Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра механизаторта ĕçлет. Ун çинчен те ял-йышра ырă ят çÿрет.

– Ашшĕ çулĕпех кайрĕ. Техникăна лайăх ăнланать, тухăçлă ĕçлеттерет, – теççĕ ун пирки.

Ахальтен мар ĕнтĕ ăна хуçалăх ертÿçи çĕнĕ «Беларусь» трактор шанса панă. Эдуард Алексеевич килĕнче шанчăклă кил хуçи. Çавна палăртрĕ те юратнă арăмĕ.

Вăл хĕрарăмăн чăн тивĕçне палăртмасăр та пултараймарĕ. «Çемьене валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юрататăп. Пушă вăхăтра ал ĕçĕ тытатăп», – хыпарларĕ Алиса Григорьевна.

Виçĕ ачана – Настьăна, Сашăна, Наташăна чун ăшшине парса тăрассине вара самантлăха та манмасть. Мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупма та тахçанах хăнăхнă вăл. Пĕр-пĕрне ăнланса, итлесе, килĕштерсе пурăннипе пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсех пыраççĕ те Мăн Вылăри Андачковсем.

Е.САВЕЛЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика