10 сентября 2011 г.
Цехра хĕрÿ ĕçе пуçăнман-ха. Пĕри алăка уçать, тепри – редакципе юнашар вырнаçнă уйрăм предпринимателĕн цехне çын хыççăн çын кĕрет. Ирхине ялан çапла: ара кашнинех ĕç вырăнне сакăр сехет валли çитмелле-çке. Çавăнпа васкама та тивет тепĕр чух. Акă Анат Хурасанти Людмила Павлова та цеха хыпкаланса çитсе кĕчĕ.– Юлмарăм-и эпĕ; – ыйтрĕ ĕçри юлташĕнчен О.Черновăран.
– Çук, саккăр çитиччен тепĕр вунă минут пур, – лăплантарма тăрăшрĕ вăл Анат Хурасан хĕрарăмне.
– Автобус паян Элĕке кăшт каярах юлса çитрĕ. Ĕçе вăхăтра ĕлкĕрейместĕп пулĕ терĕм. Пăшăрханни кăлăхах пулчĕ, ыттисенчен пĕринчен те кая юлман иккен эпĕ, – терĕ Л.Павлова.
Ĕçчен хĕрарăм юлташĕпе сăмах-юмах вакласа тăма шутламарĕ, çĕвĕ машини умне пырса ларчĕ те ĕçе пикенчĕ. Яланхиллех тимлĕхпе палăрчĕ вăл. Мĕнех калăн, чăн-чăн çĕвĕç Людмила Павлова. Плана тултарассишĕн нихăçан та хăйĕн вăй-халне шеллемест. Вăл сăпайлăхĕпе те, ырă кăмăлĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Шÿте те аван ăнланать.
– Арçын ĕçĕ-и вăл, хĕрарăмăн-и – нихăшне те тиркеместĕп. Кил таврашĕнче куллен темĕн тумалли те тупăнать. Уншăн кулянмастăп, хĕпĕртетĕп çеç. Мĕншĕн тесен ĕç пулсан çын пĕтмест, – тет Людмила.
Пурнăçра темĕн те курма тивнĕ унăн, анчах та чунри çирĕплĕх йывăрлăха хăйĕнчен сирме пулăшса пынă. Халĕ акă вăл çĕвĕ цехĕнче вăй хурать. Юлташĕсем умĕнче, ĕçченлĕхе пула, ят-сума çĕнсе илнĕ. Ăна кунта интереслĕ, çавăнпа кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ. Çĕвĕç пулса тăнишĕн хĕпĕртет кăна. Юлташĕсем хавхалантарса пыни унăн пурнăçне татах та илемлетет. Ăсталăха вара кунсерен туптаса пырать.
К.ЮРЬЕВ.