АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пире ачасăрах лайăх»

10 сентября 2011 г.

Ашшĕ-амăшне хăйсен прависенчен суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăна хăтарма пултараççĕ.

Район прокуратури çул çитмен ывăлĕн ашшĕ-амăшне вĕсен прависенчен хăтарасси çинчен суда заявленипе тухрĕ. Мĕншĕн тесен çул çитмен ача хăй тĕллĕн ку енĕпе судпа çыхăнма пултараймасть-çке. Нумай вăхăт хушши Н. хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламан. Воспитани çине тимлĕх уйăрман, çемьене усрамалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илессишĕн тăрăшман. Ачисен ăс-тăн аталанăвĕшĕн те, сывлăхĕшĕн те пăшăрханман. Çак сăлтавсене пула çемьене учета илнĕ. Мăшăрсемпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн пĕрре мар административлă яваплăх умне те тăма тивнĕ вĕсен.

Çамрăк çемье пулнă май субсиди те илме тивĕçнĕ. Анчах та мăшăрсем хăйсене валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туман. Ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхне пула эрех-сăрапа айкашнă. Пĕртен-пĕр ывăлне укçа-тенкĕ енчен тивĕçтерес тесе тăрăшман. Çĕр пайĕсем çинче ĕçлемеççĕ. Ачана апат-çимĕç енчен кирлĕ пек апатлантарман, çи-пуç енĕпе те япăх усранă. Пушарта сиенленнĕ çурта юсас, йĕркеллĕ пурнăç условийĕсене йĕркелес тесе ашшĕ-амăшĕ хускалман. Çавăнпа та çул çитмен ача аппăшĕн çемйинче пурăнать. Ăна кил хуçи пăхса усрассине пĕтĕмĕшле хăй çине илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара ачин пурнăçĕпе вуçех те интересленме пăрахнă.

«Ачана ют çемьерен мĕншĕн хăвăр патăра илсе кайман;» – тесе ыйтрĕ прокурор судра. «Пире ачасăр лайăхрах», – хуравланă амăшĕ.

Красноармейски район сучĕ район прокурорĕн тавăçне тивĕçтернĕ.

РФ Çемье Кодексĕн 72 статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ те пулин ачисем çине воспитани парас енĕпе тимлĕх уйăрма пуçласан хăйсен прависене каялла тавăрма пултараççĕ.

Ачан интересĕсемпе прависем яланах малти вырăнта пулĕç.

А.БОЛЬШОВА,

район прокурорне пулăшаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика