10 сентября 2011 г.
1987 çулта Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ «Пĕр кун – табаксăр» акци йĕркелеме йышăннă. Ăна çулсерен пĕтĕм тĕнчипе çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Туртни вилĕм патне илсе пырать. Çĕршер пин çын, хăйсем нихçан та туртман пулсан та, тепĕр çын туртнипе чирлесе вилеççĕ.
Туртма пуçласа, çын тепĕр чух çак сиенлĕ йăла мĕн патне илсе çитернине шутласа та илеймест. Шутласах пулать! Ĕмнĕ самантра сигарет вĕçĕнчи температура 600 градуса çитет. Çавна пула тĕрлĕрен сиенлĕ япаласем пухăнаççĕ: никотин, сĕрĕм газĕ, аммиак, синил йÿçĕкĕ, канцероген тата ытти те. Чи малтан вĕсене сывламалли органсем, пырпа карланкăпа бронхсене, ăшчикри ытти органсене япăх витĕм кÿреççĕ. Табак тĕтĕмĕпе трахейăпа витĕннĕ эпители сиенленет. Çавăнпах ĕнтĕ чылайранпа туртакан çынсем час-часах ÿсĕрме тытăнаççĕ, вĕсен бронхит пуçланать, çакă вара ÿпке ракĕ патне илсе çитерет.
Нумай туртнипе чĕре те сиенленет. Никотин юнпа хутăшнăран юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, чĕре хăвăртрах тапма тытăнать.
Туртакансем пурте тахçан «пуçăнаканнисем» пулнă, пĕрремĕш хут туртса янă хыççăн хăйсене япăх туйнине астăваççех вĕсем: пуç çаврăнать, ăш пăтранать, пыр хĕртет, ÿсĕрттерет. Тăтăшах туртсан организм пĕрмаях никотин ыйтать.
Çăвара пирус-сигарет хыпиччен, шухăшласа илĕр – кирлех-ши туртма; Асра тытăр: туртни ÿпкепе чĕре, рак чирĕсем патне илсе пырать.
В.КОЧЕТКОВА,
Роспотребнадзорăн
Çĕмĕрле уйрăмĕнчи ĕçченĕ.