10 сентября 2011 г.
Выльăх пăхакансем умĕнче тăракан хальхи тĕп хăрушлăх вăл – ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилме пултарни. Малаллахи сăмах çакăн çинчен пулнăран асăннă инкекрен сентябрь-октябрьте уйрăмах асăрханма кирли çинчен пĕлтерес тетĕп. Çулленех çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, ял çыннисен кĕтĕвĕсенче те ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем пĕрре-иккĕ мар пулаççĕ. Çавна пула выльăх хуçисем ĕнесене вăхăтсăр пусса е вĕлерсе ярса çухатусем тÿсеççĕ. Çакă малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн курăмлă кăлтăк.
Çĕр ĕçченĕ вырма ĕçĕсене вĕçленĕ май хирте кĕрхи культурăсен калчипе клевер-люцерна кайăвĕ çеç ешерсе ларать. Çакна шута илсе зоотехник-ветеринарсемпе выльăх пăхакансен асăрханулăха уйрăмах ÿстермелле. Ку вăхăтра фермăсенче те, уйрăм çынсен те ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ пама тăрăшмалла. Кĕтÿçсен вара ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмпа тата çумăрлă çанталăкра пачах кĕртме юрамасть.Çав анасем çине кĕске самантлăха кĕртсе кăларнă хыççăн та ĕнесене шăварассинчен асăрханмалла. Тăм ÿксессĕн те унти пусăсенче çÿреме кĕтÿçсен асăрханулăхĕ кирлĕ. Ан манăр! Çав вăхăтрах выльăх кăшманĕн çулçине çини ĕнесене кÿпĕнтермест тата ĕнесене ир-каç кăштах çăнăх пани те инкек патне илсе пымасть.
В.АФАНАСЬЕВ,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ертÿçи.