14 сентября 2011 г.
Çул çинче паян темĕн тĕрлĕ техника та çÿрет: велосипед, мотоцикл, мотороллер, трактор, автомашинăсем. Çулсем çинче йĕркеллĕ пултăр тесе районта «Трактор» операци иртрĕ. Тĕрĕслевре çакă палăрчĕ: пĕр çын трактор штурвалне удостоверенисĕр тытса пынă, 2 çыннăн регистраци докуменчĕсем пулман, 4 трактор техника тĕрĕслевĕнчен тухман, 2 автомашинăна хăрушсăрлăх техникине пăхăнмасăр тытса пынă. Пĕр водителĕн регистраци паллине туртса илтĕмĕр. Йĕркене пăснăшăн 25 тракторист-машиниста административлă явап тыттартăмăр. Çавăн пекех предприятисенчи должноçри çынсем те административлă йĕркепе явап тытрĕç.
К. МАЙОРОВ,
районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ