14 сентября 2011 г.
Сарлака хул-çурăмлă, патмар хĕрарăм мотоциклпа çÿрени халĕ те асрах. Вăл тапхăрта трактор, автомашина рулĕ умĕнче арçынсем çеç ларнăран, Валентина Александровна тимĕр урхамаха «çăварлăхлани» хытах тĕлĕнтеретчĕ ачасене. Ăмсанса пăхаттăмăр эпир ун çине, шăпăрлансем.
Халĕ унчченхилле таçта васкамасть В.Григорьева. Кун каçа ĕçлесе ĕшеннĕрен пÿрт умĕнчи сак çинче мăшăрĕпе, мăнукĕсемпе ларнине куратăп. Ку хутĕнче те ялти хисеплĕ ватăсене урамрах тĕл пултăм. Тăватă уйăхри мăнукĕпеччĕ вĕсем.
Уйра тăрăшма тивнĕ
Вăрçă ачисен шутне кĕртмелле Какаç ялĕнчи Валентина Александровна Григорьевана. Нимĕç фашисчĕсем тăван çĕр-шыва тапăнса кĕнĕ хыççăн икĕ уйăхран кун çути курнă вăл. Çав тапхăрти терт-нушана ас тумасть пулин те вăрçă хыççăнхи çулсем йывăр килни халĕ те асĕнчех.
– Манăн ачалăхпа пĕр килчĕç вĕсем. Эпĕ Муркаш районĕнчи Тивĕш ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ачасенчен тăваттăмĕшĕ пулнă. Аттепе аслă пичче ялти арçынсемпе пĕрле вăрçа хутшăннă. Анне çине тиеннĕ килти йывăрлăх, – сăмах çăмхине сÿтет ватă. – Пĕчĕклех аслисемпе уйра тăрăшма тиврĕ.
Пĕр вăхăтри тантăшсемпе ăмăртса уйра тырă пучаххине пухнине куларах аса илчĕ Валентина Александровна. Каярахпа уншăн бригадир кун шучĕ лартса панине куç умне кăларса пычĕ.
– Иван Осипович бригадирччĕ. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен манăн та ÿссен шут ĕçченĕ пулас килетчĕ. Ĕçе хăнăхмалла пĕрре мар ăна тырă пучахĕ шутлама пулăшаттăм, – тăсрĕ калаçăвне Валентина Григорьева.
Шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăртах хуçалăх ферминче тăрăшнине те палăртрĕ. Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне фермăра тракторпа ĕçленĕ. Килти пÿрт-çурта çĕнетессипе ачаллах тăрăшма тивнĕ.
– Фермăри ĕçе васкаса вĕçлеттĕм те ертÿçĕ ирĕк панипе пÿрт лартма йывăç турттараттăм. Çакăн чухне çирĕплĕхпе чăтăмлăх туптанчĕ-тăр, – пĕлтерет çичĕ теçеткене пусăмланăскер.
Ĕмĕте пурнăçланă
Вунă класс пĕлÿ илнĕ çамрăк Вăрнарти зооветехникума вĕренме кĕнĕ. 1968 çулта Какаç ял каччипе Геннадий Григорьевичпа мăшăрланнă. Яш-кĕрĕм вăл тапхăрта хуçалăхра автотранспортпа ĕçленĕ. Пултаруллă та яваплăха туякан çĕнĕ çынна кĕске вăхăтрах ĕç сĕннĕ. Шĕвĕш ял совечĕн секретарьне çирĕплетнĕ. 1975-1977 çулсенче Чăваш Сурăм ял совечĕн секретарĕн ĕçĕсене туса пынă, председатель тивĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ Валентина Алесандровнан.
– Ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе «Сорминский» хуçалăхра управляющинче ĕçленĕ вăхăтра бухгалтер специальнăçне алла илтĕм. Канашри финанс техникумне вĕренсе пĕтертĕм, – терĕ вăл.
Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех В.А.Григорьева Мартынкассинчи ял советĕнче бухгалтеринче тăрăшнă.
Пурнăç тени яланах пĕр тикĕс килмест. Григорьевсен те çителĕклех пулнă пурнăç тÿнтерлĕхĕ.
Геннадий, пĕчĕк арçын ача пиччĕшĕпе уя ĕçлеме кайнă. Ĕшенсен выртнă та уйрах çывăрнă. Шăм-шака сивĕ ларнă. Çулсем иртсен аслă ăрури çынна ура ыратни канăçсăрлантарма пуçланă. Тухтăр çĕççи айне выртни çеç çăлса хăварнă ун чухне Геннадий Григорьева.
Хастарлăхĕ
чакмасть
Çамрăк чухнехи пекех хастар Валентина Александровна. Тивĕçлĕ канура пулин те обществăлла ĕçсенче тимлĕ. Какаç ялне «кăвак çулăм» çитерессипе хăй вăхăтĕнче сахал мар тăрăшрĕ вăл. Асфальт çул сарассине те хăй çине илчĕ хисеплĕ ватă. Тĕрлĕ организаци ертÿçисемпе калаçса ялти тĕп урама асфальт сарассипе тимлĕх кăтартрĕ. Шкул автобусĕн чарăнăвне йĕркелеме те тиврĕ унăн. Ял старостин тивĕçĕсем паян та ун çинчех.
Хупăннă клуба тепĕр хут хута ярассипе сахал мар тимлерĕç Валентина Александровнăпа яш-кĕрĕм. Паян культура вучахĕнче хăтлă, тĕрлĕ йышши аппаратура та пур. Футбол площадки янтăлама та пултарчĕç çамрăксем асли ертсе пынипе.
Пĕр-пĕрне
хисеплеççĕ
Геннадий Григорьевичпа Валентина Александровна чылай çул туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Виçĕ ывăла кун-çути парнеленĕ. Эдуардпа Феликс ывăлĕсем çемьеллĕ. Ялтах тĕпленнĕ. Вĕсене кил-çурт çавăрма пулăшнă ватăсем. Олег ывăлĕ тĕп кил хуçи. Кил вучахне упракан хĕрарăм тĕрлĕ илемлĕ чечек ÿстерме юратать.
– Хĕл кунĕсенче çыхма, тĕрлеме, çиппе чечексем, кайăксем эрешлеме кăмăллатăп. Кроссворд хуравĕсене тупасси те маншăн чун киленĕвĕ. Килти библиотекăран та пуян эпĕ, – пĕлтерчĕ В.Григорьева.
Эльвира КУЗЬМИНА.