АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрласа ярсан тавралăх вăранать

14 сентября 2011 г.

Çăкалăхра вĕçет куккук

Хăй мăшăрне вăл йыхăрать.

Ун мăшăр пур, йăвийĕ çук.

Чĕппийĕсем, чĕппийĕсем ют йăвара.

– Çак юрра эпĕ пĕрре те асран ямастăп, нихăçан та манмастăп. Амăшĕсен уявĕнче шăрантартăм. Пĕчĕкренех юрлама юратнă эпĕ. Чунпа шăрантарнинчен лайăххи нимĕн те çук. Çакна асра тытатăп ялан, – аса илчĕ Светлана Васильевна Степанова, Элĕк районĕнчи Кивкас Юнтапа ялĕнче пурăнаканскер.

Вĕсен йăхĕнче медицина ĕçченĕсемпе учительсем çеç пулнă. Светлана Владимировна вара пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Вăл 1952 çулта Чăваш Сурăм ялĕнче çуралнă. Тăватă ачаллă учительсен çемйинче çитĕннĕ. Малтан Чăваш Сурăмĕнче 8 класс таран вĕреннĕ. Унтан Вырăс Сурăм шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. Алла аттестат илсен, культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кайса кĕнĕ. Çамрăк специалист чи малтанах хăйĕн ăсталăхне Элĕкри культура çуртĕнче туптать. Хор методисчĕнче ĕçлет.

Хĕр Кивкас Юнтапари Анатолий Степановăн куçĕ тĕлне пулать. Иккĕшне те юрату туйăмĕ çавăрса илет. Вĕсем 1974 çулта пĕрлешеççĕ. Упăшки те ĕçре тăрăшать.

Кивкас Юнтапана пурăнма куçнă май Юнтапари культура çуртне ĕçлеме вырнаçать Светлана Васильевна. Çамрăк специалиста культура çурчĕн директорĕн тивĕçне шанаççĕ. Пысăк яваплăх, йывăр лав хăй çине тиет вăл. Шанăçа тÿрре кăларма тăрăшать.

«Ун чух клубра сивĕрехчĕ. Астăватăп, концерт хыççăн мана пĕлĕшĕм çапла каларĕ: «Ну, Света, эпĕ сцена çине хăпарсах сана пальто тăхăнтартса ярасси патне çитрĕм». Çапах та эпир йывăрлăхсенчен хăраман. Ĕçпе юрă уявĕ-и, смотр-отчет-и, яланах хамăр пултарулăха туллин кăтартма тăрăшнă», – калаçăва тăсрĕ С.Степанова.

Сасси илемлĕ пулнă унăн. Кĕлетке, сăн питĕнчен те Турри кÿрентермен.

С.Степанова ытларах учительсен коллективĕпе ĕçленĕ.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ачана кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă, вĕрентсе кăларса мăшăрлантарнă. Паянхи кун Светлана Васильевнăпа Анатолий Степанович ывăлĕн çемйипе кун кунлаççĕ.

«Ман пек ырлăх куракан ялта урăх никам та çук», – савăнсах пĕлтерчĕ вăл. Виçĕ мăнукĕ те тунсăхлама памаççĕ, юнашарах вĕсем.

Музыкăна вĕренме çăмăл теме пултарать тепри. Çак предмет математика предметĕнчен йывăртарах. 5 çул тивĕçлĕ канура ĕнтĕ вăл. Çапах та паянхи кун та шкула юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене ачасене паллаштарма, вĕрентме чĕнеççĕ.

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика