14 сентября 2011 г.
Хаçатра эпĕ 1999 çулта «Хунав татăлнисем» ятпа статья çырса кăларнăччĕ. Унта хам тач пĕлнĕ çамрăксем авланса ачаллă-пăчаллă пуличченех вăрçăра пуç хунă, çавна май хăйсем хыççăн йăх юлманни çинчен каласа панăччĕ. Аттен аслă шăллĕ Раман (эпир ăна мăнă пичи тенĕ) авланнăччĕ, анчах ачаллă пулма ĕлкĕрейменччĕ. Унăн арăмĕ – Кĕтерин инке – тепре качча тухрĕ, ачи-пăчи йышă ÿсрĕç Иванюксен Кÿпешре тенĕччĕ.
Кăçал Çимĕкре эпĕ çăва çинче хамăн тăвансен вил тăприйĕсем патĕнче пулнă хыççăн Кÿпешсен ретне куçрăм, Кĕтерин инкен вил тăприне шырарăм. Пĕр тăхлачă мана: «Атя», – тесе ертсе кайрĕ, анчах аттен йăмăкĕн тĕлне илсе çитерчĕ. Çакăнтах тепĕр хĕрарăм: « Урăххине шырать пуль-ха;» – вăл терĕ. Ку Кĕтерин инкен тепре качча тухсан çуралнă Луиза Иванюк-мĕн. Инкен палăк çинчи сăнĕ эпĕ астуниех. «Унăн Раманран ача пулнă, Лиза ятлă хĕр, пĕчĕклех вилнĕ, – терĕ Луиза Афанасьевна. – Час-часах асăнатчĕ ăна, кулянатчĕ». Тĕрĕсех-ши; Ĕненмеллех калать: «Йĕпеннĕ кипкесене кăмака çумне çакнисене каласа паратчĕ. Хĕлле вăрман ĕçне кайнă чух хунямăшĕ тăла-çăпата хатĕрлетчĕ».
Аттепе мăнă пичи пĕр кунтах салтака кайрĕç. 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче мамакпа маçак килĕнчен пĕрлех тухрĕç. Вăрнара çити леçме лавпа мăн аки – Мари – кайрĕ. Мăнă пичин чăнласах ача пулнă пулсан вăл ăна ыталаса çĕкленĕ, унпа сыв пуллашнă пулĕччĕ. Тăхăр çулхи ача, эпĕ, çавна астуса юлнă пулăттăмах. Сăр енчен чакса килнĕ, киле кĕрсе тухнă хыççăн та пиччĕшĕсене Çĕрпĕве çити ăсатма мăн аки кайрĕ.
Чăнласах ача пулнă Романăн! Тени ял тăрăхĕн хуçалăх кĕнекинче «Романова Елизавета 1941 çулта çуралнă, 1942 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ», – тесе çырса хунă. Ашшĕ салтакра чухне кун çути курнă ĕнтĕ пепке. Тĕплĕнрех пĕлетĕп: октябрĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.
Петька Катти (Петрова Екатерина) астăватăп, тырă вырнă чух инке кăкăр ачине ача урапипе илсе тухатчĕ, макăрсан пĕчĕкскерне пырса лăплантараттăмччĕ тет. Вун пĕр уйăха çывхарнăскер ÿслĕкпе (бронхопневмония) вилнĕ. Шел, пурăнайман, Раманран йăх юлман.
Мĕншĕн астумастăп-ши эпĕ мăнă пичи ачине; Курман. Çав тапхăрти хĕл питĕ сивĕ, çулла шăрăх пулчĕ. Атте çуралса ÿснĕ киле эпĕ час-часах кайнă пулин те çав уйăхсенче çитмен-ерçмен тата выçăллă-тутăллăччĕ. Колхозра уйрăм бригадăсенче вăй хунă. «Медицина пулăшăвĕ те çителĕклĕ пулман пуль», – тет Екатерина Петрова. Кунпа та çырлахса пĕтес килмест. Кÿпешре медпунктра эвакуаципе килнĕ хĕрарăм – Шура – ĕçлетчĕ. Чăвашла лайăх калаçакан, çакăнти ял çынниех пулчĕ кайран. Ĕçленĕ çĕре пырса çÿренине астăватăп эпĕ, тырă вырнă чух пÿрнесене çурлапа кастарнине çыхса яратчĕ, ытти пулăшу паратчĕ. Вăрçă вăхăчĕ пулнă çав, кăкăр ачине амăшĕн кирлĕ пек пăхма май килмен!
Халĕ эпĕ ачасене кÿмепе уçăлма илсе тухнисене куратăп та тÿрех вăрçă вăхăтĕнчи тапхăр аса килет. Паянхи çамрăк арăмсем хăйсене ача ÿстерме условисем туса панине туяççĕ-ши тетĕп.
Никита ЛАРИОНОВ,
Элĕк сали.