АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла ирĕке ярсан...

14 сентября 2011 г.

«Вĕренĕн те вĕçĕ пур», – теççĕ халăхра. Анчах темшĕн-çке çак каларăша пурте ăша хывмаççĕ. 1990 çулта çуралнă Н. Кивкас Юнтапа ялĕнче хăйĕнчен вун пилĕк çул аслă арçынпа пурăнать. Саккунсăр упăшкипе пĕр çулхи ачана пăхса ÿстереççĕ. Çемьере пĕрле килĕштерсе, ăнланса пурăнмалла пек те, анчах та пĕр-пĕрин хушшинче час-часах хирĕçÿсем сиксе тухаççĕ. Аслисем çулталăкри ача умĕнчех хăйсене ирĕке яраççĕ, хăш-пĕр чухне ним сăлтавсăрах тавлашу пуçлаççĕ.

Пĕррехинче çирĕм пĕррери çамрăк арăм мăшăрĕпе черетлĕ хут хирĕçнĕ хыççăн ачипе пĕрле Шуркасси Юнтапа ялне ашшĕпе амăшĕ патне тухса каять. Çапах та те упăшкипе хирĕçес тесе, те урăх сăлтав шыраса кашни кунах мăшăрĕ патне килет. Кăçалхи августăн тăваттăмĕшĕнче кăнтăрла иртни виçĕ сехетре Н. мăшăрĕн амăшĕпе тем пайлаймасть, 1939 çулта çуралнă ватă хĕрарăмпа хирĕçме, тавлашма пуçлать. Н. ним именмесĕрех хăйĕнчен чылай çул аслă ватăна кÿрентерет. Тавлашу вăхăтĕнче хĕрарăмăн хулне мăкăлтать. Кунпа çеç çырлахман-ха çамрăк кин. Мăшăрĕн амăшне алапа пуçĕнчен, çурăмĕнчен çапать. Çитмĕл иккĕри хĕрарăм кĕлеткине суранлатать. Кинемей кун пек мăшкăла чăтса тăрайманнипе йĕркелĕх хуралçисенчен пулăшу ыйтать. Н. тĕлĕшĕпе РФ Уголовлă Кодексăн 116-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарма тиврĕ.

Е.АНДРЕЕВ,

участок уполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика