17 сентября 2011 г.
Максим Ястран Вăрманкас ялĕнче çуралнине, вăл поэт, куçаруçă, публицист, журналист пулнине чылайăшĕ лайăх пĕлетпĕр. Поэт нумай ĕçленĕ, шыранă. Сăвă хыççăн сăвă çырнă. Унăн 1940 çулта «Хĕрлĕ Çăлтăр» кĕнеке пичетленсе тухнă. Вăрманкас çынни уншăн питĕ хĕпĕртенĕ. Пĕрремĕш кĕнекене ачаранпа пĕрле ÿснĕ юлташне М.С. Сергеева 1941 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче алă пусса парнеленĕ. Çакна каламалла, М.Сергеев Вăрманкасри Николай Сергеевăн ашшĕ пулать. Ывăлĕ вара М. Ястран парнеленĕ кĕнекене пысăк тупра вырăнне хурса упрать. Пушă вăхăт тупăнсан поэтăн сăввисене тепĕр хут вуласа тухать,чунне уçать. М. Ястранăн хайлавĕсем ăна хавхалану хушаççĕ.
А. АНАНЬЕВ.