АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхшăн тăрăшаççĕ

17 сентября 2011 г.

Нумай пулмасть Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Вырăнти администрацире пурĕ 5 специалист ĕçлеççĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕ – Вячеслав Филимонов.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурĕ 19 ял шутланса тăрать. Пурне те электрификациленĕ, таймерлă счетчиксем лартнă. Çапла майпа урамри çутă автомат мелĕпе хăех çутăлса сÿнет. Асфальт çул кашни ял патнех çитет. Çул-йĕре пăхса тăма республика тата федераллă бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем шутне 2 шкул (Мăн Ямаш тата Шĕмшеш шкулĕсем), чиркÿ, райпо тата уйрăм çынсен лавккисем, культура çурчĕсене кĕртме пулать. Чиркĕве 2008 çулта çĕнетнĕ, пластик чÿречесем лартнă, газификациленĕ.

Пĕлтĕр те, кăçал та ялсенче шыв ыйтăвĕ çивĕч. Çавăнпа та Ишпарайккăпа Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕсенче шывпа тивĕçтерес программăна тĕпе хурса ĕçсем пыраççĕ. Кăçал Шĕмшешри культура çуртне, Мăн Ямаш шкулне, Элеккеньушкăнри фельдшерпа акушер пунктне юсасшăн.

Петр Терентьевич Гордеевпа Сергей Петрович Волков фермер хуçалăхĕсене йĕркелесе янă. «Шумшеваши» хуçалăх никĕсĕ çинче инвестр пулăшнипе йĕркеленнĕ «Рабия» общество та ĕç вырăнĕсемпе ял çыннисене тивĕçтерет.

Ку тăрăхра пурăнакансем пурнăç уттинчен юласшăн мар. Пай çĕрсене харпăрлăха куçарнă. Улма, пахча çимĕç лартса-туса илеççĕ. Сутлăх утă хатĕрлекенсем те пур. Ишпарайкка ялĕнчи кивĕ шкул çуртĕнче çĕвĕ цехĕ уçасшăн.

Шĕмшеш ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйсен ĕçтешĕсен пурнăçне çăмăллатассишĕн ырми-канми ĕçлет, ял урамĕсен тирпелĕхĕшĕн тăрăшать.

А. СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика