17 сентября 2011 г.
Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен кунсерен çын татăлмасть. Ытларах ватăсем килсе тăраççĕ кунта. Камăн укол тумалла е юн пусăмне виçмелле, суранлансан е пуç аптратсан пурте тÿрех офиса васкаççĕ.
Кунта ĕçлекенсем пуринпе тарават. Ырă кăмăллă фельдшерсем çынсене тĕрлĕ пулăшу параççĕ, сиплесе яраççĕ.
Акă пĕр ăшă та хĕвеллĕ кун Юнтапара пулма тÿр килчĕ. Асăннă офис патĕнче пĕчченех пурăнакан Валентина Артамоновăпа паллашрăмăр. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Кинемей сакăр теçеткерен икĕ çул каяллах каçнă. Фельдшер пунктĕнче санитаркăра 43 çул чунне парса ĕçленĕ. Чи малтанах Красноармейски районĕнчи Карай ялĕн больницинче ултă çул тăрăшнă. Кайран, Юнтапара вырăн тупăнсан, кунта куçса килсе ĕçе вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен сывату пунктĕнче тимленĕ, пенси çине тухсан та юратнă ĕçне тÿрех пăрахман. Çынсене сыватас ĕçре тата темиçе çул ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ те медицина ĕçченĕ пулнă. Малтан Юнтапара фельдшер пунктĕнче лаборантра вăй хунă. Кайран ăна направленипе рентген енĕпе вĕренме янă. Пĕлĕве тарăнлатсан Карай больницинче ĕçлеме тÿр килнĕ. Унтах ĕç стажне малалла тăснă. Шел пулин те, Валентина Григорьевнăн мăшăрĕ вунă çул каялла ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Анчах та вăл хуйхи-суйхине хăйĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе йăпанса аяккалла сирет. Ялти çынсемпе калаçса чунне уçать.
Артамоновсен ывăлĕ те ашшĕ-амăшĕн енĕпех кайнă. Вăл та медицина ĕçченĕ. В.Артамонова хăйĕн ачисемпе савăнса, мухтанса пурăнать.
Валентина Григорьевнан медальсем те чылай.
Ватлăх хăйĕннех илет çав. Сывлăхĕ унăн самаях хавшанă. «Юрать-ха ялта офис пур, инçе каяс çук. Унта ĕçлекенсемпе эпĕ питĕ кăмăллă», – тет кинемей.
А.СИЛИВЕСТРОВА.