АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энехмет варрипе хурăнлă çул иртет

17 сентября 2011 г.

Энехмете асфальтлă çулпа пырса кĕрсенех урамри йăмрасемпе хурăнсем куç тĕлне пулчĕç. Тÿрех каламалла, ку çул яла икке уйăрать. Апла пулин те икĕ енĕ те пĕрешкелех: кирпĕчрен купаласа тунă пÿртсем те, йывăçран хăпартнисем те пур. Хăш-пĕр кил умĕнче хыт-хура ашкăрнине те пытараймăн.

Ялта çамрăксем çук

Урампа утнă май Анастасия Петровăна тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăл хуларан яла куçса килнĕренпе вун пĕр çул çитнĕ. Ăна Энехметре питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен кунта лăпкă, сывлăшĕ уçă. Çырлана е кăмпана каяс пулсан вăрманĕ те инçе мар.

– Атте-анне килĕнче тĕпленсе пурăннине нимĕн те çитмест, – терĕ А.Петрова.

Пĕлтĕр тăватă ĕне тытнă пулсан, халĕ пĕрре çеç усрать. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. 5 гектар ытла çĕр пур. Курăка техникăпа çултараççĕ. Хатĕр утăна уйран вара килти автомашинăпа турттарса килеççĕ.

– Яла куçса килнĕренпе те ĕçсĕр пурăнман, – калаçăва тăсрĕ хĕрарăм. – Сарайпа мунча çĕнетнĕ, çăл тунă. Халĕ те строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха, малалла та пыраççĕ.

– Энехмет ватăлса пыни сисĕнет-и; – ыйту патăмăр ăна.

– Çапла, вăй питтисем ялта сахал, пурте тенĕ пекех ватă çынсем. Энехметре паянхи кун ялта пĕр хĕрпе каччă та çук. Шкула пĕлÿ пухма çÿрекене те кураймăн.

А.Петрова ял хушшинче асфальт пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Ăна ăнланма пулать: йĕпе-сапара та яла чăрмавсăр кĕрсе тухатăн халĕ. Тепĕр ырлăх вăл – пÿрте газ кĕртни. Вун пĕр килте çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ.

Чылайччен сăмахларăмăр: ял шăпи патне те çитрĕмĕр, унăн пурнăçĕ пирки те калаçрăмăр.

Ялта тахçан кивĕ клуб пулнă-мĕн. Унта çамрăксем каçсерен пухăнса пушă вăхăта пĕрле ирттернĕ. Анчах та пурăна-киле çурта Мартынкассине пушарта нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă çын патне куçарса кайнă. Хыççăн çĕнĕ клуб тăвасси пирки сăмах-юмах хускатакан тупăнман. Энехметре лавкка та çук. Анчах куншăн кулянмаççĕ ял çыннисем. Эрнере виçĕ кун автолавкка килни чылай çăмăллăх кÿрет. Мĕн кирлине йăлтах туянса юлаççĕ, çăкăртан та татăк тăмаççĕ.

Ача сасси илтĕнмест

Ялти вăрçă ветеранĕпе те курса калаçрăмăр. Сакăр вун сакăр çула çитнĕ Кирилл Иванов мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе пĕчченех кун кунласа çĕр çĕрлет.

– Ачасем хулара манăн. Мăшăрпа çичĕ шăпăрлана пăхса çитĕнтерме вăй-хал çитертĕмĕр. Халĕ акă пĕри те пĕрле мар. Юрать-ха канмалли куна килеççĕ, кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçласа хăвараççĕ. Апат-çимĕçне те пĕçереççĕ, кĕпе-йĕмне те çăваççĕ, – пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ К.Иванов.

Вăл вăрçа хутшăнса виçĕ хутчен аманнă пулин те шăпи çине ÿпкелешмест. Тăватă çул çапăçу хирĕнчен татăлман. Вилĕм умĕнче пĕрре мар тăнă, анчах нихăçан та тăшманран хăраман, паттăррăн çапăçнă. Энехмете 1946-мĕш çулта таврăннă. Тăван хуçалăхра тăрăшнă.

– Вăрçă хыççăнхи çулсенче те ялта пĕр пÿрт те пушă ларман. Кунта ĕç вырăнĕ çукран пушанса юлчĕ Энехмет. Çамрăксем хулана кайса пĕтнĕрен урамра ача-пăча сассине те илтейместĕн халĕ, – хăйĕн пăшăрханăвне пытармарĕ ветеран.

К.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ялта кассу пăхассине йĕркелемен. Ĕнесемпе пăрусене ял çывăхĕнчи курăклă вырăна вĕренлеççĕ. Курăк ашкăрнăран качакасене ял хушшине кăкараççĕ. Ялта 5 çын çеç ĕне тытать, сысна усракан вара çук.

– Туй такмакĕсем илтĕнменни тахçантанпах. Çамрăксем çемье çавăрмасан, ача-пăча çуратмасан ял ниепле те çĕнелсе пысăкланма пултараймасть, – салхулланчĕ ватă çын.

Ун шухăшĕпе, ял пĕтмелле мар. Мĕншĕн тесен вăл тĕп хуларан алă çухрăмра кăна вырнаçнă. Пенсие тухсан хуларан яла куçса килме шутлисем те пур-мĕн.

Ватăран уйрăлсан ытти ял çыннисемпе те курнăçса калаçма тÿр килчĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ку тăрăхра маларах вăрман кашласа ларнă. Тĕрлĕ çĕртен куçса килнĕ çынсем ял пуçласа янă. Ял варрипе Хурăнлă çул иртет. Энехмет – тĕне кĕмен чăваш ячĕ. Ку ял темиçе çул каялла Красноармейски районне кĕнĕ, каярах вара Элĕк районне куçнă. Энехметри ачасем яланах Чăваш Сурăм шкулне вĕренме çÿренĕ.

– Ял варринче пĕр çăл кăна. Вăл та пулин шăрăхра типет. Шыв пĕтсен пĕве хĕрринчи çăл патне утма тивет, – пĕлтерчĕç ялта пурăнакансем.

Чăн та, хăш-пĕрин килĕнче çăл пур. Куншăн хĕпĕртеççĕ паллах.

Энехметре чи çамрăкки Наталья Михайлова шутланать. Вăл, хĕрĕх урлă каçнăскер, ватă амăшне пăхса пурăнать. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама та ÿркенмест.

Кашни ялăн хăйĕн пурнăçĕ. Пĕчĕк-и вăл е пысăк-и, хăйнеевĕрлĕхĕ пурах. Акă Энехметре кăнтăр кунĕнче эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсене кураймастăн. Урамра çын утнине те сайра-хутра çеç асăрхама пулать. Шăв-шав çукки вара кашнине лăпкăлăха кĕртсе ÿкерет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика