АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çичĕ ертÿçĕпе ĕçлесе курнă

17 сентября 2011 г.

Анаткас Сурăм ялĕн тĕп урамĕнче тăр кăнтăрла пулин те çынсем питех курăнмарĕç. Урама тăрăхла вăрăм çуртăн палисадникĕнче вара пĕр хĕрарăм тимлетчĕ. Тахçанах палланăскере сывлăх сунса сăмах хушмасăр епле иртĕн-ха;– Килти хуçалăхра ĕçĕ тупăнсах тăрать. Ан ÿркен кăна. Чечексене те пăхса асăрхаса тăмасăр май çук. Çĕрне кăпкалатса тăни вара лайăхах, – терĕ Алевтина Алексеева.

Анаткас Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн Турă çырни аякрах пулман. Ял каччи Анатолий Алевтинăна сăнаса пурăннă та хăйĕнчен вĕçертмен. Иккĕшĕ пĕр-пĕриншĕнех çут тĕнчене килнĕ тейĕн. Хушамачĕ те, ашшĕ ячĕ те пĕрешкелех-çке вĕсен. Алевтина Алексеевнăпа Анатолий Алексеевич вара нихăçан та ÿрĕк-сÿрĕк пулман.

– Шут ĕçченĕ пуласси канăç паман мана. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах бухгалтерсен курсĕнче пĕлĕве ÿстертĕм, хыççăн планпа экономика техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. Çав хушăрах теори пĕлĕвне ĕçпе çирĕплетсе пытăм. Ĕçĕ вара тĕп хуларах тупăнчĕ, – аса илчĕ пурнăç çулĕ çине тăнине Алевтина Алексеева.

Анчах ăна Шупашкартах тĕпленме тÿр килмен-ха. Тăван Калинин ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи Илья Афанасьевич Афанасьев çуралнă кĕтесне таврăнма ыйтсан килĕшет çамрăк специалист. Экономист тивĕçне тăрăшсах пурнăçлама тытăнать. Шут ĕçне часах алла илет Алевтина. Тĕп экономистăн шанăçне тÿрре кăларсах пырать.

– Пурĕ çичĕ ертÿçĕпе ĕçлесе куртăм. Хуçалăх аталанăвне куçкĕски çинчи пекех курса тăраттăм. Малтанхи тапхăрта пирĕн колхоз малтисен ретĕнчеччĕ. Шел, хуçалăха юхăнупа аркану юхăмĕнчен сыхласа хăвараймарăмăр, – тет Алевтина Алексеевна.

Вăл тăван хуçалăхĕнчи шут ĕçĕнче вăтăр çул ытла вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕç пăрахман опытлă экономист. Ăна çывăхри кирпĕч заводне чĕнсе илнĕ. Кунта та тÿрĕ кăмăлпах ĕçлет А.Алексеева. Çакна та палăртма кăмăллă. Унăн мăшăрĕ Анатолий ку производство объектĕнче нумай çул мастерта ĕçленĕ. Шел, хĕрÿ чун-чĕреллĕ арçыннăн ĕмĕрĕ 52-рех татăлнă.

Мăшăрсем пĕртен-пĕр хĕре Гальăна кун-çул панă. Халĕ вăл çемьеллĕ те ĕнтĕ. Икĕ мăнукĕ пурришĕн хĕпĕртет Алевтина Алексеевна.

– Кĕрÿ килти хуçалăхри арçын ĕçĕсене пурнăçлать, – терĕ юлашкинчен Алевтина Алексеева.

Е.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика