17 сентября 2011 г.
Паянхи кун лавккасенче темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç, тутлă ĕçмелли шĕвексем мăй таранах. Тем те илме пулать. Укçи çеç пултăр. Йăлтах лавккара туянма май пулнăран «хĕлле валли апат-çимĕç васкасах хатĕрлемесен те юрать», – тенине те илтме пулать хальхи вăхăтра.
Çут çанталăк газне кĕртнĕ хыççăн нумайăшĕ пысăк кăмакасене пăсса пăрахрĕç.
Çăкăр килте пĕçерес йăла пăрахăçланчĕ. Килте аппаланма та кирлĕ мар ĕнтĕ, мĕн кирлине пĕтĕмпех сутăн илме пулать. Автолавккасем те ялтан-яла килсе тĕрлĕ тавар туянтарса хăвараççĕ. «Çăкăр тĕпренчĕкĕсене шăлса тăкнине курсан мана яланах выçлăх çулĕсем аса килеççĕ», – куççульленсе калаçрĕ пĕр ватă.
«Эпĕ çиччĕмĕш класс пĕтерсен анне мана Мăн Вылă пасарне çăнăх илме ячĕ. Каçпа çумăр питĕ хытă çурĕ. Манăн 20 çухрăма яхăн çуран утмалаччĕ. Пасара йĕркеллех кайса килтĕм эпĕ. 8 килограмм çăнăх туянтăм. Кăшт утсанах пĕр пăт мар, икĕ пăт йăтса утнăн туйăнма пуçларĕ. Хул çурăм ывăнса çитрĕ. Хамăр ялти пĕр хĕрарăм хуса çитрĕ мана. Йăтса пулăшасшăн пулчĕ. Эпĕ вара хирĕçлерĕм. Виçĕ ял витĕр тухса пур вăй-хала пуçтарса аран киле çитсе ÿкрĕм. Эй, мăнтарăн пурнăçĕ. Тем те куртăм, тем те тÿсрĕм», – куççулĕсене шăлса каласа пачĕ кинемей.
А.СТЕПАНОВА.