17 сентября 2011 г.
– Эпĕ ун чухне шкулта учительте ĕçлеттĕм. 1-4-мĕш классене вĕрентеттĕм. Кашнинчех тĕрлĕрен вырăнта вăй хума тиврĕ. Тавăтра та, Куракăшра та тата ытти ялсенче те вĕрентсе куртăм. Акă, 1945 çулта ачасене каникула ярсассăн, ырă хыпар илчĕ чăваш тата вырăс халăхĕ. Шăп çав кун вăрçă чарăннă. Урамра ун чухне «Урра!», «Урра!» тесе кăшкăрни халĕ те асра, – калаçу çăмхине сÿтнĕ майăн паллаштарчĕ хăйĕн иртнĕ пурнăçĕнчи саманчĕсемпе Торпкасси ялĕнче пурăнакан Анастасия Максимовна Алексеева.– Хăш-пĕр чухне хам мĕн каланине манса кайни, пăтраштарса калаçни те пулать манăн, – терĕ сакăр вун ултă çулхи ватă.
Анастасия Максимовна Асамат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Торпкасси ял каччипе пĕр çемье çавăрса ĕмĕр пĕрле пурăнма тĕв тунă. Паянхи кун та вара вăл çак ялтах кун кунлать. Тискер вăрçă пуçланнă вăхăтра А.Алексеева тăваттăмĕш класра çеç пулнă-ха. Тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерсен Нурăса учительсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме каять. Унта вăл тÿрех çамрăк вĕрентекен пулса тăрать. Анчах та яланах ун çĕнĕ çĕрте ĕçлеме тивет.
Пĕр вăхăт Анастасия Максимовна Элĕкри редакцинче те ĕçлет. Унта ăна комсомол организацийĕ ĕç вырăнĕ тупса парать. Ун чухне хăйĕн патне икĕ çамрăк килсе ĕç тупса парса савăнтарнишĕн халĕ те хĕпĕртет. Ун пек пулмасăр. Паллах, çамрăк хĕрĕн хăйĕн юратнă профессийĕпе ĕçлес килнĕ, анчах та ăна редакцинче ĕçлеме те кăмăла кайнă.
– Редакторта ун чухне Семен Тихонович, Тавăт çынни ларатчĕ, – хальхи пек ас тăвать Наçтаç аппа. – Унпа ĕçлеме питĕ кăмăллăччĕ.
Ак вăрçăран таврăннă пĕр салтакпа çемье çавăраççĕ. Виктор Алексеевичпа иккĕшĕ ултă ачана çуратса кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, ачисем пурте паянхи куна пурăнса çитереймен – ирех çĕре кĕнĕ. Рая, Коля, Вова ачисем кăна тăрса юлнă. Халĕ вĕсем кашни хăйĕн пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Рая Шупашкарта тĕпленнĕ. Вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Коля вара тăван килте амăшĕпе пурăнать. Ĕçлессе – Элĕкри Перекет банкĕнче хуралçăра тимлет. Килте выльăх-чĕрлĕх те тытать вăл, амăшне те пăхать. Кил хуçи арçынĕ нумай çул Элĕкри клубра ĕçленĕ.
Алексеевсен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне пĕр профессире ĕçлессипе çыхăнтарнă. Зина хĕрĕ те, халĕ вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, Патшалăх банкĕнче вăй хунă. Анастасия Максимовнан шăллĕ те нумай çул Перекет банкĕнче тăрăшнă. Паянхи кун вăл пенси çинче ĕнтĕ. Асамат ялĕнче, çуралнă тăван килĕнче пурăнать.
Анастасия Алексеевнан Вова ывăлĕ Удмуртинче пурăнать. Нефть кăларнă çĕрте ĕçлет.
Наçтаç аппана çулсем сахал мар пулнипе чирсем хăйсен серепине çавăрса илнĕ.
– Тавах çав Луизия Иосифовна врача. Вăл çăлса хăварманччĕ пулсан, эпĕ паянхи куна пурăнса çитереес те çук. Вăл мана хăвăрт ура çине тăратрĕ, – ырă сăмахсемпе çеç калаçрĕ вăл хăйне сыватнă тухтăрĕ пирки. Анастасия Михайловнăна пилĕк çинчи шăмăсем аптратнă пĕр вăхăт. Çавна пула шăмă икерчисене пачах кăларса илме тивнĕ.
А.Алексеева паянхи кун пилĕк мăнукĕпе савăнса пурăнать. Кунсерен район хаçатне кĕтет. Хаçат вуласа хуйхисене сирет, паянхи пурнăçпа киленет.
А. СИЛИВЕСТРОВА.