АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмăç юптарать, тăванлăха аркатать

17 сентября 2011 г.

Иртнĕ кунсенче паллашма тÿр килчĕ Ольга Васильевна Никифоровăпа. Аллă улттăри хĕрарăм Витеçÿч ялĕнче пурăнать. Икĕ теçетке çул ытла ача садĕнче тăрăшнă хыççăн тивĕçлĕ канура халĕ вăл. Кил-хуçалăхри хăтлăха тытса пырать, выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать.

– Аптранă кăвакал шыва кутăн сикнĕ, тенĕ пекех-ха паянхи кун маншăн, – пĕлтерчĕ çутăрах сăн-питлĕ хĕрарăм. – Тăвансем хушшинчи ăнланмалăх илсе çитерчĕ сирĕн пата.

Пăлханнăран сасси чĕтренсе тухрĕ О.Никифорован.

Ольга Васильевна Олегпа пĕрлешсен тĕп килтен уйрăлса тухнă, хăйсен вăйĕпех çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Ытти хуралтăсене те тĕпренех çирĕплетнĕ. Ывăлĕсем те шкул сакки çинчен тахçанах аннă.

– Тăван-пĕтенпе яланах пĕр чĕлхерен пурăнма кăмăллатăп. Мăшăрăн çемйинче ултă пĕртăван пулнă. Халĕ тăваттăшĕ пурăнаççĕ. Çывăхрах тĕпленнĕ кашниех. Пĕр чĕлхерен, килĕштерсех пурăнаттăмăр. Тĕрлĕ йывăр ĕçе пĕрле пурнăçлама тăрăшаттăмăр. Атте-анне сывă чухне килĕшÿ хуçаланатчĕ, – терĕ ултă теçеткенелле çывхараканскер.

Аслă ăрурисем пурнăçран уйрăлнă та Никифоровсем хушшипе хура кушак чупса иртнĕ. Унчченхи килĕшÿ кантăк евĕрех чăл-пар! арканнă. Тăвансем хушшинче ăнланмалăх çуралнă.

Ольга Васильевнăна мăшăрĕн Лида йăмăкĕпе Володя шăллĕ пĕр сăлтавсăрах тĕрлĕ инкекшĕн айăплама пăхнă.

– Эпĕ вĕсен шучĕпе юмăçа çÿретĕп-мĕн. Тĕрлĕ пăрахăç тăватăп иккен, – сăмаха шуçтарчĕ хĕрарăм.

Калаçнă май куçĕ те самаях шывланчĕ Ольга Никифорован.

– Сăлтавсăр айăпланипе куляннăран чир ураранах ÿкерчĕ. Пĕр уйăх çурăра вунă килограмм чакрăм. Самаях сывлăх хавшарĕ. Юрать-ха мăшăр мана хаклани кăмăла çĕклет. Ку таранччен те юмăçа çÿремен эпĕ, ĕненместĕп вĕсене, – хыттăнах каласа çирĕплетрĕ О.В.Никифорова.

Олег мăшăрĕн Лида йăмăкĕпе Володя шăллĕ вара ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕшĕн харкашу пуçарнă. Йăмăкĕ пиччĕшне аслă пиччĕшĕн çемйине хирĕç хĕтĕртсе тăрать иккен. Юмăçа кайсан вăл вĕсене усал суннине пĕлтернĕ-мĕн.

– Авăн уйăхĕн виççĕмĕшĕнче Володя хамăрăн киле пуртă йăтса пычĕ. Сыпкаланă-ха хăй. Мана: «Тепре пырсан касатăп!» – тесе темиçе те каларĕ. Мăшăр асăрхаттарнăран çеç Володя хăйĕн килне тухса утрĕ, – пурнăçĕ çинчен пĕлтерчĕ кил управçи.

Мăшăрĕ ĕçре чухне килте пĕччен пурăнма хăранине палăртрĕ Ольга Васильевна. Çавăнпа та чылай чухне тăр кăнтăрлах алăксене питĕрсе лартать.

– Атте-аннен кил-çуртне пайлас, вăл тÿпене кĕрес тĕллев çук пирĕн. Хамăрăн пурлăхах çителĕклĕ, ăна пĕлсе çеç тытса пырасчĕ. Володя шăллăм хăех тĕп кил ăшшине упратăр, тăванлăха ан аркаттăр. Юмăç сăмахĕ хыççăн та кайма сĕнес килмест, тăванлăх туйăмне çеç аркатаççĕ вĕсем, – калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ Ольга Васильевна.

Э.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика