АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн йăнăшне ăнланчĕ-ши;

17 сентября 2011 г.

Хăй кам пулнине палăртма хушмарĕ манпа калаçакан арçын. Типшĕмскер, вăрăмскер. Ватах мар пулин те çÿçĕ шап-шурă унăн.

Вăл хăй пурнăçĕ пирки каласа пама пуçларĕ. Пĕчĕк, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ Настьăна пĕрре курсах килĕштерчĕ. Кунсерен е пушă вăхăт тупăнсанах пĕр-пĕринпе тĕл пулма тăрăшнă çамрăксем. Саша Настя вĕреннĕ çĕре ĕç хыççăн пырса çÿренĕ. Хĕр хăй те Сашăна темиçе хут та завод алăкки патĕнче кĕте-кĕте илнĕ. Сăмах май каласан, Настя Сашăпа паллашнă вăхăтра техникумра ăста çĕвĕçĕ пулма вĕреннĕ. Савнă чĕресем çемье çавăрма шутларĕç. Лартнă тĕллеве пурнăçласа чаплă туй туса пĕрлешрĕç. Хуларан яла таврăнчĕç çамрăксем. Саша кĕçĕн ывăл-çке, унăн тĕп килте пурăнса ашшĕ-амăшĕн килĕнчи кăвайта сÿнтерме памалла мар. Саша район центрĕнче ĕç тупрĕ. Настя вара, алла диплом илнĕскер, ательене вырнаçрĕ.

Пĕр кайăк вĕçсе килчĕ çемьене. Нумай кĕттермерĕç, теприне те шыраса тупрĕç çамрăксем. Настя упăшки сыпкалама пуçланине пĕчĕккĕн туйрĕ. Çапах та çак «пĕчĕк ĕçкĕ» пысăк хуйăх патне илсе çитерессе шутламарĕ ун чух. Саша хăй сисмесĕрех ĕçкĕ серепине çакланчĕ. Мухмăрла çÿренĕрен ĕçпе сывпуллашма тиврĕ. Килте те кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пĕр кун иртми пулчĕ. Юрататчĕ ăна Настя, ĕçме пăрахтарма тăрăшатчĕ. Çук, пулмарĕ. 5 çул упăшкине тÿрленÿ çулĕ çине тăрасса кĕтрĕ. Анчах кĕтсе илеймерĕ. Хутпа уйрăлман пулин те пĕрле пурăнма пăрахрĕç мăшăрсем.

– Атте, эсĕ манăн туя ан кил, ĕçсе ÿсĕрлĕн те, намăс кăтартăн, – терĕ ăна качча кайма хатĕрленнĕ аслă хĕрĕ. Ашшĕ нимĕн те чĕнмерĕ.

Хăйĕн çемйинчен инçе пурăнманскер туй арăмĕсем юрланă сасăпа тухрĕ Саша урама. Хĕрне, унăн аслă хĕрне! акă каччи алă çинче йăтса тухрĕ те машина алăккине уçтарса, кĕпине типтерлĕн илтерсе хурса кĕртсе лартрĕ. Саша вара карта хĕрринчен мĕн пулса иртнине пăхса тăчĕ. «Эх, эрехпе туслашман пулсан, паян хам хĕре качча параттăмччĕ», – явăнчĕ пуçĕнче шухăш. Хаш та хаш сывларĕ мана хирĕç ларакан арçын. Йăнăш утăм тунă пирки шутларĕ-ши;

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика