17 сентября 2011 г.
Левенпа Улька, упăшкипе арăмĕ, пĕррехинче юнашар ларчĕç те иртнине аса илме пуçларĕç. Вĕсем пĕрле чылай çул пурăнаççĕ ĕнтĕ, çавна май ĕмĕрĕнче ыррине те, начаррине те пайтах курнă.– Улька, итле-ха, çамрăк чухне сана пула мĕн кăна курмарăм пулĕ эпĕ, – терĕ Левен арăмне. – Сирĕн ял ачисем мана санпа çÿренĕшĕн икĕ хут та хĕнеме хăтланчĕç. Анчах вĕсен ĕç тухмарĕ, пачах хирĕçле, хăшĕ-пĕри ман чышкă тытăмĕн «хăватне» хăй тутанса пăхрĕ, уйрăмах – сан хыçран чупакан Çемен.
– Эсĕ ытла ан мухтан-ха, – кăлт тĕкрĕ арăмĕ мăшăрне. – Сана хăвна та хытах лекнĕ-çке. Кăвак пит-куçпа çÿренĕрен пĕр эрне ман пата килеймерĕн. Çавна пулах паян та санăн малти пĕр шăлу катăк.
– Ну, юрĕ, ку нимех те мар-çке. Ял хĕрĕ патне юттисем килсен каччăсем мĕн ĕлĕкрен кĕвĕçнĕ вĕт. Сана пула кăшарни каçĕнче Мĕтрипе иксĕмĕр сирĕн яла килме тухсан аташса кайрăмăр. Çанталăкĕ çил-тăманлăччĕ ун чухне. Эсĕ ыйтнипе хамăрпа пĕрле купăс та илнĕччĕ. Çул çинче аташса çÿресен-çÿресен улăм урине асăрхарăмăр. Ун ăшне чакаланса кĕрсе лартăмăр çеç, пирĕн шăтăк умĕнче кашкăр уласа ларнине куртăмăр. Хăраса кайрăмăр. Вăрçă хыççăн кашкăрсем пит нумайччĕ вĕт. Мĕтри эпĕ сĕннипе купăсне çухăртма пуçларĕ. Çакна илтсен кашкăр айккинелле тапса сикрĕ. Эпир вара савăннипе хамăрпа илнĕ эрех кĕленчине пушатрăмăр, çĕр каçа купăс каларăмăр. Пирĕн шăтăка юр хупланă. Улăмне, юрне сирсе аран тухрăмăр. Лайăхрах пăхрăмăр та – эпир хамăр ял хыçĕнче вырнаçнă улăм ури айĕнче çĕр каçнă иккен. Çавăн чухне эсĕ: «Пирĕн яла купăспа килĕр», – темен пулсан-и;
– Хăвăрăн килес шухăш пулман-тăк çил-тăман вăхăтĕнче кам хуса кăларса янă-ха сире; Ара, санăн мана курас килнĕ, Мĕтрин – Маруçне, – терĕ Улька. – Юрату вăл...
– Ас тăватăн-и, кăшарни хыççăн виççĕмĕш каçхине уйрăлас умĕн: «Левен, эпĕ санăн, манпа кирек мĕн тума пултаратăн», – тесе мана вĕрин чуп тума пуçларăн. Çакă мĕнпе вĕçленнине ху та лайăх пĕлетĕн. Тепĕр уйăхран: «Левен, манăн çие юлчĕ», – тесе макăртăн.
– Ну юлнă, вара мĕн; Сана юратнăран парăннă пулĕ эпĕ, савăшма килĕшнĕ. Эсĕ хăв мана астартăн-çке. Халĕ мана айăпласа ларатăн, – кÿреннĕ пек пулчĕ Улька. – Арçынсене вĕсене хăйсен ĕçне пурнăçласа пултăр.
– «Манăн авланма тивет пуль», – тесен атте урсах кайрĕ, – сăмахне малалла тăсрĕ Левен пуçне хыçса. – «Салтака кайса килмесĕрех-и; Çамрăк пуçупа аçа йытă пек çÿретĕн. Кам хĕрне мăшкăлларăн-ха; Çук, халех ан та шутла киле арăм илсе килме», – юнарĕ вăл мана. Юрать ăна каярахпа анне ÿкĕте кĕртрĕ: «Ывăлу хăвнах пăхнă. Е ху епле авланнине манса кайрăн-и; «Кукаму пĕчченех, авлансан ун патĕнче пурăнăр. Санăн асли пулнă май пур пĕрех уйрăлса тухма тивет. Кукаму хирĕç мар», – сĕнчĕ атте мана.
– Пĕтĕмпех эпĕ айăплă апла, Левен: сана пирĕн ял ачисем хĕненĕшĕн те, эсир аташса çÿренишĕн те, эпир савăшнишĕн те, пĕрлешсе пилĕк ача çуратнишĕн те. Мĕн, эпĕ сана юратмасăрах хĕрлĕхе парнеленĕ тетĕн-им; Вĕриленсе кайсан епле чарăн сана; Хĕрарăма арçынна юратма çуратнă пуль, – тесе Улька упăшкине хул пуççийĕнчен ыталарĕ.
– Улька, сана кам айăплать; Пĕтĕмпех юрату айăплă. Ас тăватăн-и, туй хыççăн кукамай патне пурăнма куçрăмăр. Манăн тăвансем сана килĕштерчĕç. Атте-аннесем те пĕр чĕлхе тупрĕç. Çур çултан мана салтака илчĕç.
– Эсĕ салтакра чухне Ирина çуралчĕ. Икĕ çултан курма килтĕн те манăн каллех çие юлчĕ. Эсĕ пуçĕпех таврăниччен тепĕр ача çуратрăм вара. Юрать, мана хăш-пĕр арçын пек кĕвĕçсе тарăхтармарăн. Ытла лайăх, ăслă упăшка пултăн эсĕ, – терĕ Улька.
– Çапла, эпир пĕр-пĕрне юратман-тăк нимĕн те пулмастчĕ. Ачамăрсем те хамăр пекех телейлĕ пулччăр, – тесе Левен арăмне ыталаса чуп турĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн кулса пăхрĕç, телейлĕ кун-çулĕшĕн савăнчĕç.
Александр В.