17 сентября 2011 г.
Юрату пысăк вăй тетпĕр те, вăл мĕнне пĕлсех каймастпăр пулĕ çав, халăх йышĕ чакса кайнине унсăрăн епле ăнлантарса парăн, çапла вĕт. Юратсан ачи те пулать. Ача сахал çуратни юрату пĕтнине пĕлтерет.
Темле услапсем ÿссе çитĕнчĕç пек туйăнать мана. Тен, тĕрĕсех те каламастăп пулĕ. Çапах та куçа хупса суккăрланса тăни те телей кÿмĕ. Ачасем юратуллă ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса кайрĕç вĕт. Вăл çеç-и, хаçат-журнал вулатăн та тĕлĕнсе каятăн – ачи амăшĕ çине алă çĕклет. Пăлхав! Сăлтавĕ: ытла юратнинче. Юрату йăлт пĕтерет.
Ытла юратса ÿстернĕ ачасем темле çемçешке, вăйсăр, пултарусăр килсе тухаççĕ. Ытти ачасемпе тупăшма пултараймаççĕ. Хăй ĕçне тытса тăваймасть, ун пек шухăш та çук унăн. Ара, анне йăлт туса парать-ха та, мĕн тума пит вăй хумалла; Амăшĕ вăйсăрланса çитсен вара чĕр тамăк пуçланать.
Халăх йышĕ мĕншĕн чакнине эпĕ юрату пĕтнипе çыхăнтаратăп. Ытла хытă юратни – пĕтнине пĕлтерет ĕнтĕ.
Юрату айне пулнă ывăлран арçын пулаймасть. Сутăнчăк вăл. Амăшне кăна мар, çĕршыва та, халăхне те сутать. Анăçра çул çитмен ачасенех укçа пама пăрахаççĕ пулать те ашшĕ-амăшĕсем – ĕçлĕр, тăранăр тесе хура ĕçе вырнаçтараççĕ. Пуринчен ытла çапла миллионерсем хăтланаççĕ-мĕн. Паллă ĕнтĕ, хăй тĕллĕнрех ÿснĕ ача юратуллинчен çирĕпрех пулать. Ашшĕ-амăшĕн ĕçне хаклама вĕренет.
Ялта ĕçлеттермеççĕ тесе каламăттăм, анчах хура ĕçрен пăрăнма тăрăш, хулара вăн мĕнлерех таса унта текелесе кашниех ачисене хăйĕнчен пăрать. Вара, паллă ĕнтĕ, ĕçлемелли ĕçренех писнĕ çын, каллех ытла юратнипе, ĕçлеме пăрахать. Хулара та пиçмест унăн. Унта вĕт пач урăх тĕнче.
Пĕр пĕтĕмĕшле каласан асап мĕнне курман ача çын пулса çитеймест. Патак тутанса пăхни те кансĕрлемест. Çынна хĕнеме юрамасть теççĕ те, ашшĕ юратăвĕ, амăшĕ хирĕçлесен те, хытăрах пулмалла. Çын кăмăлĕ çапла вĕт: хытарсан хытать, çемçетсен çемçелет.
Халăх пăсăлни куç кĕрет. Ытла пит юратнипе мар-и; Ах, ĕçлет! Ах, пултаруллă! Ах, кăмăллă! Мĕн кăна каласа пĕтермерĕмĕр пуль ĕнтĕ. Юратупа çемçелсе кайнă халăх, курăсăн, хăйшĕн те çине тăрайми пулчĕ. Юрату, чăн та, йăлт пĕтерет.
Анатолий ГОРШКОВ.