АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă вырăнсем тăрăх

21 сентября 2011 г.

Районти литературăпа краеведени музейĕнче «Çĕр çинчи сăваплă вырăнсем тăрăх» ятпа православи культурин урокĕ иртнĕ. Унта Элĕк шкулĕнчи 4 «а» класра вĕренекенсем пулнă.

Урок Зиновья Васильевна Душкова биографийĕнчен пуçланнă. Вăл – историк, çулçÿревçĕ, 50 ытла кĕнеке авторĕ. Ачасем Зиновьян ачалăхĕ çинчен каланине питĕ тимлĕн итленĕ. Калас пулать, ачалăхĕ унăн çăмăлах пулман, тĕрлĕ сăлтавсене пула ашшĕ-амăшĕн ăшшипе юратăвне туйса илеймен. Ÿсерехпе пурнăç Зиновьян чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Хăшпĕрисем çакăн пек лару-тăрура çухалса каяççĕ, хĕр вара парăнман: Турра тата тĕлĕнтермĕшсене ĕненме тытăнать, çынсене юратупа ырă туйăмсем парнелет. Çак туйăмсем унăн кĕнекисен кашни страницинчех палăраççĕ.

Тĕнчери сăваплă вырăнсемпе паллашса ачасем нумай легендăсене пĕлнĕ, Иисус Христосăн вунă халалĕпе те кăсăкланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика