21 сентября 2011 г.
Пĕчĕк çеç-ха вăл, апла пулин те хăйĕнпе сăмах вакланине, ăна тимлĕх уйăрнине сисет шăпăрлан. Çывăх çыннисене те сасран уйăрать. Амăшĕ çывхарсан савăннине палăртса хăйĕн чĕлхипе сас парать, ултă-çичĕ уйăх каялла çеç кун çути курнă пепке. Кунран-кун аталанса пынипе ашшĕ-амăшне илĕртмелле пек те Дима. Çук çав, эрехпе иртĕхекен çывăх çыннисемшĕн ача хаклах мар тейĕн.Ураскилт ял тăрăхне кĕрекен Мăн Тукташра тĕпленнĕ Елена Опаринăпа Константин Лукин кăçалхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче çуралнă Димăна тимлĕх уйрăманни тÿрех сисĕнчĕ. Кил-çуртра хăтлăх çук. 1930 çулта тунă йывăç пÿрт ăшшине упрамасть. Çурт кивĕ пулнăран шала газ кĕртмен, кăмака пÿлĕме вăхăтлăха çеç ăшăтать.
Пĕчĕк пепкене валли пĕр услови те çук. Аталанма, тĕрĕс тĕкел ÿсме тутлăхлă апат-çимĕç куç тĕлне пулмарĕ. Çитменнине тата çи-пуçран та япăх шăпăрлан. Çийĕнчи тумĕ самаях вараланнăччĕ.
– Çакăн пек условисенче пурăнма юраманнине, темиçе хутчен асăрхаттарнă сире, – терĕç район администрацийĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем Опаринăпа Лукин патĕнче пулнă чухне.
Татăклăн нимĕнле хурав та параймарĕç вĕсем.
– 2009 çулта Элĕк тăрăхне куçса килчĕ ку çемье. Елена Владимировна Опарина Чулхула облаçĕнче Вачски районĕнчи Арефино ялĕнче çуралнă. Виçĕ теçеткерен кăшт çеç иртнĕ. Апла пулин те эрехе нимрен ытла хакланине палăртмалла. «Симĕс çĕленпе» туслашнăранах Ленăна 2009 çулхи ака уйăхĕн çирĕм саккăрмĕшĕнче амăшĕн прависĕр хăварнă. Виçĕ ачине туртса илнĕ, алимент тÿлемеллине палăртса приговор кăларнă. Анчах амăшĕ суд йышăнăвне тĕпе хумасть, – каласа пачĕ опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ И.Ильина.
Аслă ачисен пурнăçĕпе те вуçех кăсăкланман Е.Опарина. Ниçта та ĕçлемен, вăхăта ĕçкĕре ирттернĕ, пурнăç илемне эрехре тупнă.
Константин Лукина та ырăпа асăнмарĕ И.Ильина. 27-ри арçын та гражданла арăмĕнчен юлман, пулăштуха яланах пĕрле пушатнă.
– Кăрлач уйăхĕнче Дима ывăлĕ кун çути курни те çамрăксен пурнăç тĕллевне улăштарайман. Яланхиллех алăран черкке вĕçертмен çамрăк мăшăрсем. Медициа ĕçченĕ тĕрĕслевпе Опаринсен килĕнче пулнă чухне пÿртре сивĕ, таса марлăх хуçаланнине пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн çемьене сăнава илнĕ, хăйсемпе тĕл пулнă. Улшăнма шантарнăччĕ. Çĕртме уйăхĕнче черетлĕ тĕрĕслевпе пулнă чухне лару-тăру пушшех те япăхланнине сисрĕмĕр. Çур çулхи Димăна çийĕнчех больницăна ăсатма тиврĕ, – каласа парать Ирина Петровна.
Больницăра сипленнĕ вăхăтра палăрмаллах аталаннă Дмитрий.
– Опаринăпа Лукина эрехрен сипленме сĕнĕччĕ. Прависене туртса илес тĕллевпе хутсем пуçтарма пуçласан кайса сипленнĕ. Анчах та çакă та Елена Опарина «хаяр шĕвекрен» пачах та сивĕннине уçăмлă çирĕплетмест, – пĕлтерчĕ опекăпа попечительство оранĕн специалисчĕ.
Утă уйăхĕн çирĕм тăххăрмĕшĕнче Красноармейски район сучĕ Е.Опаринăпа К.Лукина ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Дима ывăлĕ 18 çула çитиччен алимен тÿлемеллине палăртса йышăну кăларнă. Ашшĕ-амăшĕн çумĕнче çемье ăшшине тупайман шăпăрлана тăванĕсене усрава панă.
– Кунта ăна чăннипех те юратупа тимлĕх уйăраççĕ. Пăшăрхантараканни, чуна ыраттараканни асăннă çемьесен шучĕ çулсем кайнă çемĕн нумайланса пыни. Пурăнма услови япăх пулнăран мар, пурнăç йывăршăн мар алла эрех черкки тытаççĕ çамрăк хĕрарăмсем. Иртĕхнĕренех «симĕс çĕленпе» туслашни сисĕнет, – калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ И.П. Ильина.
2011 çулхи çур çулта кăна 8 ашшĕ-амăшĕнчен сакăр пепкене туртса илме тивнĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.