21 сентября 2011 г.
Шел те, çамрăксем наркотик сиенĕ çинчен пĕлсех каймаççĕ. «Пурте унпа усă кураççĕ – манăн та тутанса пăхмалла», – çакăн пек шухăш явăннăран тутанаççĕ хăшĕ пĕрисем. Ку тĕрĕс мар. СШАра аслă классенче вĕренекенсен 80 проценчĕ наркотиксемпе туслă мар. Çак сиенлĕ йăлана агрессивлă, кукăр алăллă суйма юратакан, хăвăрт çилленсе каякан, хирĕçме юратакан ачасем ытларах хăнăхаççĕ. Каярахпа наркотик саракансем те вĕсемех пулса тăраççĕ.
Тепĕр япала вăл – ăна тутанса пăхасшăн пулни. Чылайăшĕ нимĕн те пулмĕ тесе шутлани. Ку – ултав. Хăш-пĕрисем пĕр-икĕ хутчен усă курсан та хăнăхса каяççĕ. Çакă организм хăйне евĕрлĕхĕнчен те килет. Хăшĕ-пĕри пĕр хутчен укол тунипех пурнăçран уйрăлать. Кокаин чĕрепе чирлисемшĕн уйрăмах хăрушă. Вăрттăн, хăй тĕллĕн хатĕрленĕ наркотиксеме наркăмăшланнă тĕслĕхсем чылай пулнă.
Хăвăр сывлăха яланах упрăр.
Г.СТЕПАНОВА,
врач-нарколог.