21 сентября 2011 г.
Патшалăх архивĕнче Элĕк районĕнче вăрçă вăхăтĕнче тухакан «Колхоз хаçачĕн» 1941 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче çакăн пек статья тĕл пулчĕ. Унпа вулакансене паллаштарасшăн.
Завод оборона крепоçĕ пулмалла.
«СССР Совнаркомĕ Сывлăшран килсе тапăннинчен сыхлама пурне те обязательнăй йĕркепе вĕрентесси çинчен» йышăннă постановление Пенькозаводри рабочисемпе служащисем ĕçпе пурнăçлама тытăнчĕç.
Рабочисем аслă çулпуç Сталин юлташ радио тăрăх тухса каланă хыççăн хамăр заводра оборона крепоçĕ туса хурас, çар ĕçне пурне те вĕрентес задача лартрĕç. Сывлăшран килсе тата химилле тапăнассисенчен сыхланма вĕреннисĕр пуçне рабочисен коллективĕ фашистсен парашютлă десантне пĕтерес ыйтăва та вĕренет.
Эпир Хĕрлĕ Çарăн инçетри тылĕнче пурăнатпăр, анчах тăшмана хирĕç çапăçма Тăван çĕр-шывшăн алла хĕç-пăшал тытса çĕнтерÿллĕ кĕрешĕве тухма пирĕнтен кашни хатĕр».
Статья айне Н.Григорьевский тесе алă пуснă.
Кам-ха пулнă Н.Григорьевский; Вăл 1923 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Çирĕккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулта Етĕрнери педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн, вăрçа тухса кайиччен, Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводĕнче счетоводра ĕçленĕ. 1942 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче вăрçа ăсаннă. Ленинградри çар ветеринари училищинче вĕреннĕ (блокада вăхăтĕнче), хыççăн Кавказ фронтне ямалла тунă. Кавказ тăвĕсем çинче артиллери полкĕнче фашистсемпе çапăçнă. Вăрçăран 1947 çулта аслă лейтенант званипе таврăннă та Ураскилтри ветеринари участокĕнче фельдшерта ĕçленĕ.
1948 çултан педагогика енĕпе ĕçлеме пикеннĕ. Çирĕккассинчи пуçламăш шкул заведующийĕ, Хирлеппуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкул завучĕ, Крымсарайккăри вăтам шкул завучĕ, 10 çул ытла Тавăт шкулĕн директорĕнче тăрăшнă. Тавăт шкулĕн çурчĕсене (унчченхине) вăл ертсе пынипе тунă. 1965 çултан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕрремĕш Хурамашри сакăр çул вĕренмелли, Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкулсенче директорта тимленĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕн çутĕç пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
Мăшăрĕпе – Зинаида Георгиевнапа, тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Юрий ГРИГОРЬЕВСКИЙ,
милицин отставкăри полковникĕ