АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парка кĕрсен мĕн сас лайăх;

21 сентября 2011 г.

Калинин ячĕллĕ хуçалăхăн машинăпа-трактор паркĕнче темиçе çул каялла тĕрлĕ техника пурччĕ. Хĕлле те, çулла та татăлмастчĕç кунтан вăй питти арçынсем. Фермăра та ĕне-выльăх йышлăччĕ. Халĕ вара Вырăс Сурăм тăрăхĕнчи уйсенче трактор сасси те, фермăра ĕне-выльăх кăшкăрни те илтĕнмест. Ăçталла ан пăх – унта тырă акса туман уйсем.

Мехпарк пулнă вырăнта акă пĕр ватăна тĕл пулма тÿр килчĕ.

– Эпир пенсие тухнă ĕнтĕ, патшалăх уйăхсерен паракан укçа-тенкĕ пурăнмалăх çитет. Анчах та çамрăксене шалккă. Вĕсем валли ялта ĕç çук-çке, – терĕ кинемей.

– Хуçалăха арканассинчен сыхласа хăварма май килмерĕ-и;

– Парăмĕсем нумай пулчĕç пулмалла тата хуçалăха ертсе пыракансем паянхи кунпа çеç пурăнни те саланасси патне илсе çитерчĕ.

Ватă çын каланă тăрăх, аркатма хăвăртах. Хăй вăхăтĕнче объектсене халăх вăйĕпе çĕкленĕ. Ял çыннисем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. Халĕ акă мехпарк вырăнĕнче те, ферма таврашĕнче те шăплăх хуçаланать.

Кинемей сĕннипе машинăпа трактор паркĕ пулнă территорие кĕтĕм. Кунта автомашина е трактор ларнине асăрхаймăн, кивелнĕ техникăна та кураймăн. Пĕр сăмахпа каласан, мехпарк территорийĕнче хыт-хура кăна ашкăрать. Шел те, Калинин ячĕллĕ хуçалăх арканнă май унăн ячĕ те юлман. Çавăнпах çĕре сухаламаççĕ, тырă акмаççĕ – йĕри-тавра хуçасăрлăх хуçаланать. Шăплăх ял çыннин чĕрине нивушлĕ ыраттармасть-ши; Паллах, анчах нимĕн те тăваймăн.

Мехпаркран тухсан çул çинче çамрăксен пĕр ушкăнне куртăм.

– Ялта кичем мар-и; – ыйтрăм вĕсенчен.

– Пĕтĕмпех шăплăх айне путрăмăр, – пĕлтерчĕ хăюллăраххи. – Мĕнле пурăнас килет – хăвăн ирĕкÿ. Вырăнта ĕç çукран Мускав тăрăхне ĕçлеме кайма тивет. Пытармастăп, Вырăс Сурăмĕнче интересĕ сахал, çавăнпа çамрăксем хулана талпăнаççĕ.

Ял çыннисене хуçалăх арканни хытă пăшăрхантарать. Çĕнĕрен йĕркелсе тума вара ай питех те йывăр.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика