21 сентября 2011 г.
Мăн Вылă ялĕнчи библиотека ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕр çуртрах вырнаçнă. Вăрăмах мар щитлă çуртăн иккĕмĕш алăкне уçсан ялти культура учрежденине лекетĕн. Алиса Григорьевна Андачкова, библиотека ертÿçи, ăшă кăмăлпа йышăнчĕ.
Хăй компьютер умĕнче тимлетчĕ. Ара кунта вулавăшăн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çырăннă, ĕмĕт-тĕллевĕсене те палăртнă. Пÿлĕм хыççăн пÿлĕме илĕртÿллĕ, ĕçлĕ сăн кĕртнĕ. Абонемент залĕнчен çынсем татăлма пĕлмеççĕ. Кунта нумай тĕрлĕ литература вырăн тупнă. Вулакансене хальхи пурнăçпа çыхăннă кĕнекесем кирлĕ-и, ĕлĕк-авалхи интереслентерет- и, уйрăм писательсемпе поэтсен пултарулăхĕпе паплашас килет-и – кирлине тем вăхăтрах тупма пулать. Мĕншĕн тесен çÿлĕксем çине йăлтах пĕлсе, килĕшÿллĕ вырнаçтарнă.
Вулав залĕнче нумай пĕлесшĕн ăнтăлакана кирли пĕтĕмпех алă айĕнче. Хальхи пурнăç таппине туйма та майсем пур. Кăçал акă Космонавтика çулталăкĕ пулнине тепĕр хут аса илетĕн.
– Фондра 13 пине яхăн кĕнеке шутланать. Вулакансем 800 çын ытла. Хамăр ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, таврари ялсенчен те пирĕн пата кĕнеке илме çÿреççĕ, – терĕ Алиса Григорьевна.
Вăл чи нумай вулакансен ячĕсене те асăнчĕ. Кусем, аслă ăрурисем, Валентина Михайлова, Виталий Антонов, Перасковия Семенова тата ыттисем те. Çамрăксем те – вулавăш хăнисем. Дина Иванова ферма ĕçченĕ, Галина Филиппова та библиотекăна час-часах кĕрсе тухаççĕ-мĕн.
Вулавăшри краеведени пÿлĕмĕ – асамлăх кĕтесĕ. Авалхи чăваш çи-пуçне асăрхатăн кунта. Ял çыннин пурнăçĕ, йăли-йĕрки те куç умне тухать. Туй арăмĕн капăр çи-пуçне, шап-шурă кăмакана, сăпкана курсан епле хавхаланмăн-ха; Иртнĕ тапхăрти чăвашăн пÿртне кĕрсе тăнăнах туйăнать вĕт.
Вулавăшра пĕр уяв та мероприятисĕр иртмест. Ахальтен мар иртнĕ çулхи кăтартусемпе кунти библиотека «Районти чи лайăх вулавăш» ята тивĕçнĕ. Аслă Çĕнтерĕве тивĕçлипе кĕтсе илессипе, преступленисене хирĕç кĕрешессипе ирттернĕ республикăри конкурссенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ библиотека ĕçченĕсем. Вĕсене икĕ дипломпа чыс тунă. Библиотека ертÿçине Алиса Андачковăна хисеп грамоти панă.
– Пĕччен нимех те тăваймăн, эпир иккĕн – Галина Васильевна Ивановăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр, – терĕ Алиса Григорьевна.
Вырăнти культурăпа кану центрĕпе, шкулпа, ял çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçлени ÿсĕм тума пулăшать вулавăш ĕçченĕсене. Ял тăрăхĕ пулăшса, хавхалантарса пыни те культура ĕçченĕсемшĕн ăнăçлăх çăл куçĕ.
Е.ИВАНОВА.