21 сентября 2011 г.
Тури Вылари Валерий Осипов яланхи пекех ирех вăранчĕ. Унăн мăшăрĕ те ура çинче ĕнтĕ.– Паян çанталăк еплерех пулать-ши, Галестина Пантелеймоновна; – ăшă куçсемпе мăшăрĕ çине пăхса илчĕ çитмĕле çывхаракан арçын.
– Сывлăш температури вун икĕ-вун виçĕ градус пулас пек туйăнать.
– Апла пулсан ĕçе пуçăнма та юрать.
– Паллах, анчах та малтан апатланса илмелле, – сĕнчĕ Г.Осипова.
Акă вăл сĕтел çине вĕри яшка тата анчахрах кăна вĕретнĕ чей пырса лартрĕ. В.Осипов мăшăрĕ хатĕрленĕ апата ăша яма хирĕçлемерĕ.
– Тутă хырăмпа ĕç те ăнăçать, выçăлла вара çук, – хăй тĕллĕн калаçрĕ кил хуçи арçынĕ.
Апатлану вăхăтне вăраха тăсмарĕ, улт-çичĕ минутранах сĕтел хушшинчен тухрĕ. Мăшăрне тав турĕ те урамри техника патне тухассине пĕлтерчĕ.
Çанталăк лайăх чухне чунра та ырă. Валерий Николаевич ГАЗ-53 маркăллă автомашина патне пырса тăчĕ. Кабинăна уçрĕ – пурте хăй вырăнĕнчех. Çавăнпа тапратса пăхма шутларĕ, анчах двигатель «чĕрĕлмерĕ». Опытлă водитель куншăн шикленсе ÿкмерĕ, кабинăран анчĕ те капота пырса уçрĕ. В. Осипов кăлтăка çийĕнчех асăрхарĕ. Юсанă хыççăн автомашина пĕр чăрмавсăр тапранчĕ.
Çапла, техникăна лайăх ăнланать Тури Вылă çынни. Ара унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех техникăпа çыхăннă тесен те тĕрĕсех. Элĕкри «Сельхозтехника» тата «Сельхозхимия» предприятисенче вăй хунă, «Молния» колхозра та тăрăшма тÿр килнĕ. Çав тапхăрта, техникăпа ĕçленĕ çулсенче, мĕн чухлĕ груз турттарман-ши; Тем те пулма пултарнă: çăмăллăхĕ те, йывăрлăхĕ те. Çапах та Валерий Николаевич иртнĕ вăхăтсене яланах ырăпа аса илет. Япăхах пулман çав, шалупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Ĕç укçи çемьене тăранмалăх та çитнĕ. Тăватă ачана ура çине тăратма çăмăл мар паллах. Вĕсем çине тимлĕхĕ те кирлĕ, çав самантрах ыттисенчен кая çÿретме те юрамасть. Мĕн каласси пур, çемье пурнăçĕ шăкăр-макăрсăрах мар ĕнтĕ, анчах шăв-шав ытлашши çĕклени пулман.
– Эсĕ, Галестина, питех те маттур хĕрарăм, пур ĕçе те вăхăтра тăватăн, – мухтама манмастчĕ мăшăрне В.Осипов.
Ырă сăмах чуна ăшăтать мар-и; Килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă чухне çунат сарнăн туятчĕ хĕрарăм. Валерий Николаевичăн мăшăрĕ ĕмĕр тăршшĕпе те шут ĕçĕнчен уйрăлмарĕ. Иккĕшĕ те вĕсем вăй-хал çăл куç пек тапса тăнă вăхăтра Элĕкре пурăнчĕç. В.Осиповăн ашшĕпе амăшĕ вара Тури Вылăраччĕ. Çывăх çыннисем çĕре кĕнĕ хыççăн мăшăрсем ку яла куçса килчĕç. Халĕ вĕсем килте иккĕшех. Ачисем ашшĕ-амăшĕн ятне ямарĕç, çĕр-шывшăн усăллă çынсем пулса тăчĕç, кашниех пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Çук, манмаççĕ вĕсем çывăх çыннисене, килсе час-часах пулăшаççĕ. Валерий Николаевич ГАЗ-53 маркăллă автомашинăна хуçалăх арканнă хыççăн туяннă. Халĕ ку техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Мăшăрсем пĕр ĕнепе вăкăр тытаççĕ те – техникăпа çула тухмалли те тупăнать çав.
Юрий КОРНИЛОВ.