АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунсăрлăх

21 сентября 2011 г.

Кĕçнерни кун, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, эпир Шупашкартан Элĕке каякан АН-817-21 автобуспа ирхи 6 сехетрех çула тухрăмăр. Автобусĕ – пысăк, лармаллисем çемçе пулин те, салонра вунă çынран мала пулмарĕ: пĕрисем – ĕçе, теприсем Элĕк пасарне васкаççĕ.

Хуларан тухсанах шофер хăйĕн радиоприемникне тапратса ячĕ. «Авторадио» станци паракан тăрлавсăр кĕвĕ, эфир урлă, автобус салонĕнче кĕрлеме пуçларĕ. Эпĕ чăтаймарăм, шофера ку кĕвве чарма е Чăваш радиостанци çине куçарма ыйтрăм. Шофер ăнланса иличчен ăна хÿтĕлекен тупăнчĕ: – «Кунта вăл хуçа, мĕн итлес тет çавна ярать, унсăр шофер çывăрса каять» – терĕ чи малта ларса пыракан ватă карчăк. Унпа пĕр шухăшлисем урăх пулмарĕç. Майсăр кĕвĕ вара Элĕке çитичченех чарăнмарĕ. Эпир, укçа тÿлесе çÿрекен пассажирсем, чун-чĕрене хытарсах чăтса пытăмăр. Пирĕн, паллах, кăмăл хуçăлчĕ. Автопредприятин шоферĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламанни, пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерменни ăна нихăçан та чыс-хисеп кÿмест. Ку вăл – чунсăрлăх. Çакна пурин те шута илесчĕ.

Г.САВЕЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика