АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса вĕренет, юрлама та пултарать

21 сентября 2011 г.

Ураскилт шкулĕнче ăс пухакан Дмитрий Ермаков мĕн пĕчĕкренех хăйĕн таланчĕпе палăрнă. Халĕ вăл çак шкулта чи хастаррисенчен пĕри.

Пилĕк çултах

кинора вылянă

– Эпĕ пиллĕкреччĕ ун чухне. Мана кинора выляма ыйтрĕç, – пуçларĕ хăйĕн çинчен каласа пама тăххăрмĕш класра вĕренекен Дима. – Тĕп герой рольне сĕнчĕç. Санкт-Петербургри студи вăрçă хыççăнхи çулсем çинчен фильм ÿкерчĕ. «Время жатвы» ятлă кинора тĕп герой – Николай.

Çакăн хыççăн тÿрех ыйту çуралчĕ: мĕншĕн-ха Николай;

– Хамăн юратнă атте ятне кăмăлларăм. Ачасем мĕн пĕчĕкренех ашшĕ пек вăйлă, маттур, паттăр пулма ĕмĕтленеççĕ. Эпĕ те вара çакна тĕпе хурса Коля ята суйласа илтĕм, – терĕ Д.Ермаков.

Шкул пурнăçĕ кăсăклантарать

Арçын ача питĕ тирпейлĕ, тăрăшуллă, пур ĕçе те вĕçне çитерет тата тĕплĕн пурнăçлать. Вăл яланах малтисен ретĕнче. Дима шкулта иртекен кашни мероприятие ертсе пырать. Ертÿçĕ пулнă май хăйĕн хастарлăхне те кăтартать. Районти «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисенче «Чи лайăх командир» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл футболла выляма юратать. Хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Биологипе иртекен «Exselsior-2011» конкурсĕнче хутшăннă. Унта грамотăна тивĕçнĕ.

Дима шкулта лайăх паллăсемпе вĕренет. Вăл яланах кама та пулин пулăшма хатĕр. Шкулта иртекен мероприятисенче пĕтĕм чунне парса ĕçлет. Пур çĕрте те активлăхпа палăрать.

Шкул хыççăн Санкт-Петербургри пĕр-пĕр академине е университета вĕренме кĕресшĕн. Пушă вăхăт çук унăн. Яланах вăл мĕнпе те пулин кăсăкланать, шырать, интересленет. Ытларах спорта кăмăллать.

– Халĕ хăш-пĕр ачасем Элĕк шкулне çул тытаççĕ. Санăн урăх шкула вĕренме каяс килмест-и; – ыйту пулчĕ ачана.

– Тăван шкултан уйрăлса кайма шухăш çук. Мана кунта учительсем те, ачасем те килĕшеççĕ, – пĕлтерчĕ вăл.

Пултарулăх

камран куçнă;

Пĕлтĕртенпе Дима шкулăн Президенчĕ шутланать. 2010 çулта «Не забудет страна своих победителей» ятлă республика шайĕнче иртнĕ конкурсра вăрçă темипе сочинени çырса пĕрремĕш вырăна тухнă. Вырăс чĕлхипе те районта виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Димăн аслашшĕ ăслă çын пулнă. Вăл математикăна питĕ лайăх пĕлнĕ. Халĕ вăл 72-ре ĕнтĕ. Унран куçма пултарнă та ачана пĕтĕм пултарулăх.

Дима юрлама та юратать. Баянпа тата купăспа калама пĕлет. Шкулти кашни уява хутшăнать вăл. Сăвăсем те çырать Д.Ермаков.

Мĕнех, чăннипех те маттур теме пулать ун пирки. Малашлăх ачашăн çутă пуласса шанас килет.

Анжелика

СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика