21 сентября 2011 г.
Кĕркунне çитрĕ те кунсерен тенĕ пекех çу каçа самăртнă выльăха туянас тĕллевлисем килĕренех çÿреççĕ. Вĕсен йышĕнче ял çыннине чике тăршшĕ лартса хăварас шутлисем те сахал мар. Çак тĕллевпех вăрă çулĕ çине тăнă тĕслĕхсене те палăртмасăр иртме çук.
Акă анчахрах Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Шор-Байрашри Андреевсен икĕ ĕне çухалнă. Кил хуçисем выльăхсене ир кÿлĕм ял çывăхĕнчи лапама тухса кăкарнă. Каç пулттипе вĕсене тупайман. Свидетельсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă кун ялта шурă кабинăллă «Газель» автомашина выльăх пуçтарса çÿренĕ. Тĕрĕслевпе следстви ĕçĕсем ирттернĕ чухне Андреевсен икĕ ĕнине те машинăпа тиесе кайни палăрчĕ. Анчах та хальлĕхе çак ĕçе кам тунине палăртма май килмерĕ.
Çавăнпа та ял çыннисене çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулма ыйтасшăн. Яла ĕне-выльăх пуçтарма килекен авторанспорт номерĕсене ас туса юлма сĕнесшĕн.
Выльăх-чĕрлĕх çухалнă тĕслĕхсем кăçал районта виççĕ пулчĕç. Çурла уйăхĕнче «Витязь» хуçалăхран вăкăр илсе тухса кайнăччĕ. Çавăн пекех Карачура ялĕнче уйрăм çыннăн вăкăрĕ те çухалнă. «Кукăр алăсене» тытса чарма май килмен.
Анатолий ПАВЛОВ,
районти полици уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан.