21 сентября 2011 г.
Пыйтă ытларах чухне таса марлăхра аталанать, унтан теприне ерет. Ăна мĕнле пĕтермелле-ши; Çакăн тавра ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врачĕсемпе Дина Григорьевнăпа тата Лидия Русановăпа калаçрăмăр.
– Пыйтă – вĕтĕ тата çунатсăр хурт-кăпшанкă. Вăл тĕкре, çÿçре, çи-пуç хуçлакĕнче, кайăк е чĕр чун йăвинче вырăн тупать. Кушак, йытă, йĕке хÿре, шăши, этем пыйти уйрăмах анлă сарăлнă. Ама 3-15 çăмарта таран хывать. 10-30 кунран пыйтă çăмартаран тухса хăй тĕллĕн пурăнма пуçлать. Килте, сăмахран, урай çунă хыççăн нÿрĕк витĕмĕпе пыйтă йышĕ ÿсет.
Пыйтă юн ĕммесĕр темиçе уйăх пурăнма пултарать. Унăн ĕмĕрĕ 3 уйăхран пуçласа çулталăк çурă таранчченех тăсăлать.
Вилĕ организм ÿчĕ çинчен пыйтă 1-4 сехет хушшинче тарать, хăтлă урăх вырăн шырама пуçлать.
Кушак пыйти, тĕслĕхрен, кавир çинче те пурăнать. Куçа курăнманскер вăтăр сантиметр таран сикет. Вăл çынна та çыртать. Çавна пула аллерги, дерматит пуçланас хăрушлăх пур.
– Пыйтăпа кĕрешме ятарлă шампунь е порошок пур-и;
– Урай çунă чухне шыва супăнь е кĕпе-йĕм çумали порошок хушмалла. Килти чĕр чуна зоошампуньпе е инсектицидлă супăньпе çуни пыйтă ересрен сыхлать. Пыйтă иленнĕ пÿлĕме кашни 2 эрнере 2-3 хутчен инсектицидсемпе, пиретроидсемпе тасатмалла. «Дельтаметрин», «Перметрин», «Циперметрин», «Ламбда-цигалотрин», «Пропоксур» ятлисем уйрăмах хăватлă. Аэрозольпе те усă курма пулать, анчах унăн витĕмĕ пĕчĕкрех.
Этем пыйтине пĕтерме педикулицидлă препаратсем пулăшаççĕ. Вĕсем – «Медифокс», «Ниттифор», «Веда». Унсăр пуçне кĕпе-йĕме вĕретни, вĕри утюгпа якатни ытлашши пулмĕ.
Инсектицидлă мăй çыххи те йытта пыйтă ересрен сыхлать. Чĕр чун валли ятарлă эмел те пур. Вăл организма лекни юнпа тăранакана вĕлерет. Этемĕн репеллентлă препаратсемпе усă курма май пур. Çакă пÿлĕмри пыйтă çыртасран сыхланма пулăшĕ.