21 сентября 2011 г.
Килте кĕмсĕртетнĕ хупăлча сассине картишрен аякка сарма хушман. «Çын хуйхине пăхса çын савăнать кăна», – тенĕ. Анчах чунри туйăма никама та уçса памасан ăш вăркавĕ нихăçан та лăпланмĕ...Хĕвел куçне уçса ĕлкĕреймен-ха, кантăкран çумăр шаккать. Хулăмрах утиялпа чĕркенсе чÿрече умне пырса тенкел çине вырнаçса ларатăп.
Çумăрпа туслашса калаçатăп. Вăл мана итлесе макăрать, шăплăха йĕнĕ саспа çурать, чун йывăрланать. Туятăп, паян каллех мана сăмах лекет...
Малтанах «ку кун пек мар, тепри лайăх мар» тесе тăвансем яшсене тиркетчĕç. Чĕрене çывăх çынна тупсан, вĕсене итлемесĕр, юратăва аякка вĕçертес темерĕм – качча тухрăм. Лăпланмарĕç хайхискерсем, кашни калаçура ăнланмалăхсем сиксе туха пуçларĕç. Пĕри ура лартать, тепри... Вĕсене итлесе вĕçес кăмăл тимĕр çине ÿкнĕ кантăк пек чанк! кăна арканать. Ăшра çумăр чарăнма пĕлмест. Куççуль тумламĕсем пит тăрăх чупса кашни мăкăрăлчăка «тĕлĕкре те кура пуçларĕç» пуль. Хăйне тĕллĕн алăсем чĕтреççĕ, шухăшсем арпашса пĕтнĕ. Умра, юмахри пек, виççе пайланса каякан çул. Пĕри каялла туртать, тепри йывăрлăхсене çĕнсе илсе малалла чĕнет, виççĕмĕшĕ вара пачах урăх çул – пĕчченлĕх. «Ик мулкач хыççăн чупасси пулмасть кунта» хама улталани кăна. Куçа хупса сывлăша сăхатăп, чи çывăх çынсем енчен пыракан çиллентерекен сăмаха çăтса ярса вĕсен умĕнче йăл кулатăп. Юлашки вăйпа хурăнташпа çыхăну тытатăп. Вĕсен юратăвĕ ман патне чакман пуль тетĕп... Кунран кун хĕвел вăраннине кĕтсе ларатăп. Çумăр хăçан та пулин пĕтессе шанатăп. Манăн та вара кăмăл уçăлсан, хĕвел тухăç пек ырлăхпа пуян, таса та çутă кун пуçланĕ...
Ĕлĕкхи ШАНЧĂК.