21 сентября 2011 г.
Район прокуратури бюджет укçине тĕллевлĕ усă курнине палăртассипе уйăхсерен тĕрĕслевсем ирттерет.
Тенири тĕп шкулта унчченхи директор бюджет учрежденийĕнче ĕçлекенсен шалу укçине тĕллевсĕр тăкакланине тупса палăртма май килчĕ. Ĕç вырăнĕпе усă курса Л.Е.Иванова фиктивлă ĕç хучĕсем хатĕрленĕ. Ĕç вăхăтне палăртакан табеле суя кăтартусем лартнă. Шкулта ĕçленĕ тесе А.А.Григорьева 171944,10 тенкĕ, Ю.В.Алексеева 99459,90 тенкĕ шалу тÿленĕ.
Следстви комитечĕн следстви уйрăмĕ Л.Е.Иванова тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, айăплав пĕтĕмлетĕвĕ кăларса ĕçе суда ярса панă.
Кăçалхи утă уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче Красноармейски район сучĕ Л.Е.Иванована фиктивлă майпа А.А.Григорьева ĕçе вырнаçтарнă тĕслĕхпе айăпланă, икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Çавăн пекех хăш-пĕр должноçсемпе ĕçлеме юраманнине те палăртнă.
Ю.В.Алексеева ĕçе вырнаçтарнă тĕслĕхсемпе преступлени паллисем çуккине палăртнă приговор тÿрре кăларнăччĕ. Çакăнпа килĕшмесĕр Чăваш Республикин Аслă Судне кассаципе тухма тиврĕ. 2011 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче кассаци ĕçне пăхса тухнă, унччен кăларнă приговора улăштарнă. Уголовнăй ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма каялла тавăрса панă.
Валерий ШОРКИН,
район прокурорĕ.