21 сентября 2011 г.
Çул-йĕр çинче инкексен шутне чакарас, авторанспорт хуçисене, çуран çÿрекенсене ятарлă правилăсене пăхăнма вĕрентес тĕлллевпе «Автобус» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Асăннă операци вăхăтĕнче пассажирсене турттаракан транспорт хатĕрĕсене тĕрĕслерĕмĕр, хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртрăмăр.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкулсемпе ача сачĕсенче уçă уроксем йĕркелерĕмĕр. Çавна май çул урлă каçмалли йĕркесене пăхăнассипе калаçусем ирттертĕмĕр.
Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Парăмçă» рейд иртĕ. Тĕллевĕ – парăмлисене тупса палăртасси. Çавăнпа та кун çине пысăк тимлĕх уйăрăпăр.
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче вара хăрушлăх кăларса тăратакан пысăк груз тиесе çÿрекен транспорта тĕрĕслĕпĕр.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.