24 сентября 2011 г.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн вун çиччĕмĕш конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче суйлав умĕнхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата малашлăх планĕсемпе партин регион политканашĕн секретарĕ М.Михайловски паллаштарнă.
– «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин фракцийĕнчи депутатсен пуçарăвĕпе хастар позицине пула юлашки 5 çулта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хăватлантармалли чылай саккун йышăннă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» уçăмлă ĕçсен партийĕ пулнине, вăл çĕр-шыв аталанăвĕшĕн, пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, халăхшăн тăрăшнине туллин кăтартса памалла, – тенĕ Михаил Алексеевич.
Доклада сÿтсе явма хутшăнакансем курăмлă ĕç пайтах пулнине палăртнă. Конференцире çавăн пекех партин XII съезчĕн делегачĕсене суйланă.