24 сентября 2011 г.
Уй-хирти кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çавна май пушаннă техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарма пуçăнма вăхăт çитрĕ. Тĕш тырă пухса тĕшĕлекен комбайнсене тусанран, арпа-улăмран тасатмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла, вĕсене тата гидроцилиндрсене илсе склада упранма хумалла, тутăхакан пайсене çупа, ятарлă шĕвекпе сĕрмелле, пукансем çине е ангара илсе кĕрсе вырнаçтармалла. Уçă вырăнта ларакан техника хатĕрĕсен двигателĕсене хупламалла. Комбайнсен, кăкарса ĕçлекен ытти техникăн ураписенчи пусăма чакармалла, шинисене шуратмалла. Сивĕ çанталăк çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ăшă тапхăрта техника хатĕрĕсене хĕл каçарма вырнаçтарассине вăйлатмалла.
К.МАЙОРОВ,
районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.