24 сентября 2011 г.
Раççей правительствин сехет зонисем, «çуллахи» тата «хĕллехи» вăхăт пирки калакан хушăвĕ пурнăçа кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал унчченхи пек октябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче сехет йĕпписене пĕр сехет каялла куçармăпăр. Кăçалхи çуркунне сехет йĕпписене «çуллахи» вăхăт çине куçарнăранпа эпир малашне çав вăхăтпах пурăнма пуçлăпăр.
Çитес çул тарифсем еплерех ÿсесси пирки те правительство йышăну тунă. 2012 çулта газпа çутă тата ăшă хакĕсем июлĕн 1-мĕшĕнчен çеç ÿсĕç. Газ хакĕ 15 процентран ытла ÿсмĕ, çутăпа ăшă – инфляцие кура (çитес çул вăл 6 процентпа танлашать теççĕ).