24 сентября 2011 г.
Шĕмшеш шкулĕнче вун пĕрмĕш класра вĕренекен Олеся Максимова иртнĕ вĕренÿ çулне япăх мар паллăсемпе вĕçлерĕ. Кăçал вăл хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартрĕ: дневникре «4» тата «5» паллăсем кăна пулмалла. Тăрăшса вĕренесси хăйĕнчен çеç килнине лайăх ăнланать хĕр, çавăнпа уроксенче тимлĕ пулма тăрăшать.Тÿрех палăртмалла, Олеся Юрьевна обществăлла ĕçсенче те хастар, тĕрлĕ конкурссенчен нихăçан та пăрăнса юлмасть. Спорт ăмăртăвĕсене вара ялан хавас кăмăлпа хутшăнать. Хĕрÿ самантра юлташĕсем ăна ăшă сăмахсем каласа хавхалантарни çĕнтерÿ патне ăнтăлма пулăшать. «Малтисен йышĕнче пулни пысăк чыс», – тет вăл час-часах. Çĕнтерсен чунĕ çĕкленÿпе тулать. Акă нумаях пулмасть О.Максимова районта иртнĕ çăмăл атлетсен кроссне хутшăннă. 1994-1995 çулта çуралнă хĕрсен ушкăнĕнче Прашкушкăнь хĕрĕ пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.
– Спорта чунтан парăнни çитĕнÿ тума май парать, – пĕлтерчĕ вун пĕрмĕш класра вĕренекенскер.
Ырă кăмăллăскерĕн тусĕсем те сахал мар. Чи çывăххисем уншăн – Надя Сидорова тата Вика Платонова. Вĕсем мĕн пĕрремĕш класранпах пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ. Кашниех тăрăшуллă, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе çунатланса пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне хавхалантарса пыма пĕлни туслăх хĕлхемне татах та ытларах ялкăштарма май парать.
– Пурне те пĕлес, хăнăхас туртăм пуррине пытармастăп. Тăрăшулăх çеç пурнăçра çынна çĕклеме пултарнине аван ăнланатăп, – калаçăва тăсрĕ Олеся Максимова. – Юлташсемпе эпĕ тепĕр чух темĕн çинчен те сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр. Пĕри те хальлĕхе пурнăç çулĕ çине тухман пулин те малашлăх çинчен шутламасăр май çук.
Шкул хыççăн ăçта каясшăн; Паллах, хулана çул тытасшăн, пĕр-пĕр аслă вĕренÿ заведенийĕн алăкне уçасшăн. Пурнăçра мĕнле специальноç суйласа илме кăмăл тăвасшăн пулнине вара вăрттăнлăхра тытать.
Олеся мĕнле предмета ытларах килĕштерет; Çакăн пирки те ыйтса интереслентĕмĕр.
– Эпĕ пĕр предмета та тиркеместĕп. Çавах та физкультура урокне чăтăмсăр кĕтетĕп, мĕншĕн тесен тĕрлĕ хускану туни сывлăхшăн усăллă пулнине лайăх пĕлетĕп, – терĕ О.Максимова.
Пушă вăхăт тупăнсан, ял çывăхĕнче вырнаçнă стадиона çитсе килет. Чупса çаврăнать, тĕрлĕ хускану тăвать. Кĕнеке те алла тытать, интереслентерсе ярсан унта мĕн çырнине тĕплĕн вуласа тухмасăр та чарăнмасть. Çавăн пекех ÿкерчĕксем тума юратать. Кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ вăхăтра алла ручка тытса сăвă йĕркисене шурă хут çине куçарать. Телевизор умне вара сайраран çеç ларать. Çемьере 5 ача, виççĕшĕ тĕп килтен тухса кайнă ĕнтĕ, халĕ вăл саккăрмĕш класра вĕренекен Максим шăллĕпе пĕрле килĕнче ашшĕпе амăшне пулăшать. Иккĕшĕ шкултан киле парса янă ĕçсене хатĕрленĕ вăхăтра пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ, чылай чухне пулăшу кÿреççĕ. Ара тĕрлĕ ыйту сиксе тухма пултарать-çке. Иккĕн пĕрле ларнă самантра хуравĕ те çăмăлтарах тупăнать.
О.Максимова шкула ялан çуран çÿрет. «Хускану вăл – сывлăх», – тет хĕр. Ĕçрен те ÿркенмест. Ирхине те, каç кÿлĕм те картишне ĕне сума тухать. Пÿртре тирпей-илем тăвасси, апат-çимĕç пĕçересси – хăнăхнă ĕç шутланать. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса мала тухнине çирĕплетекен дипломсем сахал мар унăн, медальсем те пур. Вĕсене хĕр типтерлĕн упрать.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕ хыççăн шкул алăкĕ яланлăхах хупăнĕ. Апла пулин те, Олеся юратнă вĕрентекенсене, пĕр класра вĕреннĕ ачасене, тус-юлташĕсене нихăçан та манмĕ. Шкулта пĕлÿ пухни, физкультурăпа туслашни, ăмăртусенче çĕнтерни чĕринче упранĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.