24 сентября 2011 г.
Яштака пÿ-силлĕ, вăрăм хура çÿçлĕ хĕр автобусран анчĕ те васкаса асфальтлă çулпа утрĕ. Кил картине кĕрсен чи малтан кил хушшинчи «Улайккана» сывлăх сунчĕ. Хуçи хуларан килессе кĕтсех тăрать тейĕн йытă. Хÿрипе вĕлтĕртетсе хĕр патне васкарĕ, савăнăçне пытараймасăр вĕре-вĕре илчĕ.Пурте килтех-ха паян Васильевсен. Кил хуçи арçынĕ, Валерий Александрович çеç, ир кÿлĕм хуçалăх ĕçĕпе рейса кайнăскер, пÿртре çук. Юльăн амăшĕ, авă, тĕпелте аппаланать. Кукамăшĕпе вăл килнĕ çĕре яланах кукăль-çăмах янтăлаççĕ. Саша Чăваш Сурăм шкулĕнче çиччĕмĕш класра пĕлÿ илекенскер компьютер умĕнче реферат хатĕрлет. Кăçал çеç шкул сукмакне такăрлатма пуçланă Дима вара иккĕри Даша йăмăкĕпе вылять. Юльăн сассине илтсенех шăпăрлан ун патне васкарĕ. Ыталаса юратрĕ те хăйĕн чĕлхипе темĕн ăнлантарса аппăшĕн сумкине тĕрĕслеме пикенчĕ.
Телей туслăхра çуралать
1994 çулта кун çути курнă Юлия Сергеева. «Пиллĕк çулта чухне çывăх çыннăмсене çухатнă эпĕ. Хресна аннепе хресна атте хăй хÿттине илнĕ. Маншăн, халĕ вĕсем чăн-чăн аттепе аннех», – пĕлтерчĕ Юля юнашар ларакан амăшĕ çине пăхса.
Шкул çулне Ю.Сергеева хулара такăрлатма пуçланă. Васильевсем Анатри Хурасанта икĕ хутлă капмар çурт çĕклесен пĕчĕк Юльăн та пурăнмалли вырăна улăштарма тивнĕ. Тăваттăмĕш класа Чăваш Сурăмне çÿреме пуçланă. Унчченхиллех вĕренÿре тăрăшса вĕреннĕ вăл. Спортра та малтисен ретĕнче хĕр.
– Тантăшсемпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, – кĕскен именчĕклĕн пĕлтерет 17-ри хĕр.
Зоя Федоровна Васильева, Юльăн амăшĕ, палăртнă тăрăх, хĕрĕ йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмасть. Мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртетех.
Вĕренÿре тăваттă тата пиллĕкпе ĕлкĕрсе пыракан Ю.Сергеева тантăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне. Обществăлла ĕçсенче те палăрса тăрать шкул ачи. Организаторла пултарулăх пур унра. Юрлама, ташлама та именмест. Чăваш Сурăм шкулĕн КВН командин членĕ те пулнă хăй вăхăтĕнче вăл. Çитĕнÿсем чылай пулнăран Юлия Сергеева Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Орленок» лагерьте каннă.
Шкулти çитĕнÿсенче ашшĕпе амăшĕн тÿпи пуррине калаçу вăхăтĕнче темиçе те палăртрĕ.
– Вĕсене тав тăватăп. Аннепе иксĕмĕрĕн пĕр-пĕринчен пĕр вăрттăнлăх та çук. Маншăн вăл чи çывăх юлташ та, – сÿтрĕ сăмах çăмхине вĕренекен.
«Анне пекех тухтăр пуласчĕ»
Чăваш Сурăмĕнчи тăхăр класа лайăх паллăсемпех вĕçленĕ Юля. Вуннăмĕшне Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицея çул тытнă.
– Экономика енĕпе вĕренетĕп. Аван ĕлкĕрсе пыратăп. Лицея лайăх кăтартупа вĕçлесе аслă пĕлÿ илесшĕн. Тухтăр пуласшăн, – çирĕппĕнех палăртрĕ вăл.
– Мĕншĕн;
– Манăн хама кун çути парнеленĕ анне пекех тухтăр пулас, çынсене сиплес килет, – хушса хучĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăк.
– Çакăн çинчен мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленет вăл. Ача чухнех Светлана аппа пек (Юльăн амăшĕ-авт.) тухтăр пулас тĕллевлĕччĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Зоя Федоровна.
Икĕ çул хулара пурăнать пулин те, Юлия Чăваш Сурăмĕнчи шкулта ăс пухакан тантăшĕсемпе час-часах курнăçать.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ çамрăксене валли ирттерекен тĕрлĕ мероприятисенче те асăрхатăн ăна. Сăмах май каласан, кĕнекепе кăсăкланакан спортран аякра тăман пултаруллă хĕр. Темиçе çул каялла гитарăпа калама та хăнăхнă.
Пур енĕпе те активлăх кăтартакан хĕр кăçал Президент стипендине тивĕçнĕ. Стипендиат пĕрремĕш стипенди укçипе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацине 2012 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнса панă.
Килте ашшĕпе амăшĕшĕн чăн-чăн пулăшуçă.
– Апат пĕçерме те, тулта вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама та именсе тăмасть вăл, – кĕскен пĕлтерчĕ амăшĕ хĕрĕ çинчен.
Эльвира КУЗЬМИНА.