24 сентября 2011 г.
Эпĕ Мартынкассинче мĕн çуралнăранпах пурăнатăп. 80 çула çитрĕм. Ял пурнăçне питĕ лайăх пĕлетĕп. Пирĕн ялта Вениамин Архипов пек тава тивĕçлĕ çын çук та пуль тесе шутлатăп. Питĕ ĕçчен çын вăл, пĕр минут та ахаль лармасть. Колхоза та ертсе пычĕ, ял Совет председателĕнче нумай вăхăт ĕçлерĕ. Вăл тăрăшнипе ял патне асфальт сарнă çул та турĕç, чаплă клуб, лавкка, фельдшер пункчĕ çĕкленчĕç. Шкул çуртне те Вениамин Архипович тимленипе турăмăр. Çынсемпе калаçма пĕлет вăл. Пенсие тухнă пулин те, ял нушине питĕ лайăх ăнланать. Çырмара каçă хучĕ. Картасене те, уй хапхисене унсăр пуçне юсакан çук. Йĕркене пăсакансене куçран калать. Яла шыв кĕртессипе нумай тăрăшрĕ Вениамин Архипович. Малтанлăха колхоз вăйĕпе фермăна, унтан «Кооперативнăй» урама шыв кĕртсе пачĕ. Ăна ялти сурăх кĕтÿне пăхма йĕркелеме шанатпăр. Вăл каласа ăнлантарсан никам та хирĕçлесе тăмасть. Çемьере те питĕ йĕркеллĕ. Икĕ ывăл, пĕр хĕр çитĕнтерчĕç мăшăрĕпе. Ачисем те ăс-тăнлă. Така-сурăх пусмалла пулсан та кÿршисем В. Архипов патне пыраççĕ. Вăл пулăшасса ялан шанаççĕ. Ман шутпа Вениамин Архипович «Мартынкассин хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçлĕ.
Т.АНИСИМОВА, Мартынкасси ялĕ.