АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнатпăр-ха

24 сентября 2011 г.

– Салам тăванăм! Эсир больницăра тенине илтрĕм. Мĕн пулчĕ;

– Ара, пирĕн вăхăтрисен кун-çулĕсем çил-тăвăл пек иртсе кайрĕç. Вăт, ватлăхра тухтăрсене чăрмантармалла пулса тухрĕ. Юрать «васкавлă пулăшу» вăхăтра çитрĕ , – терĕм эпĕ.

Çав кун черетре район тĕп больницинче (дежурствăра) пулнă Игорь Геннадьевич тухтăрпа Людмила Никифорова сестра тата Алина Романова санитарка вăхăтра пулăшу панипе çăлăнса юлтăм. Элĕк больницин тухтăрĕсем маншăн Турă вырăнĕнчех пулчĕç. Пурне те вĕсене тав тăватăп.

– Эпĕ паян Тавăтри тухтăрсем патне кайма тухрăм. Иртнине аса илсен чун хурланать. Астăватăн-и, Тавăтри медпунктра Тамара Вороновăпа Клавдия Васильева ĕçлетчĕç.

– Çапла, пире тата ачасен сывлăхĕсене вĕсем тĕрĕслесе тăратчĕç. Вăл вăхăтра ялсем хальхи пек пушă пулман. Икĕ сестра пиллĕк ялти çынсем патне кашни эрнерех килсе çÿретчĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи çулсенче тырăна (вăрлăхне çеç хăварса) фронта валли тесе илсе каятчĕç. Ялти çынсем хушшинче выçса вилекенсем те пулман мар. Çав хушăра юнашар колхозри Иван Платонович йĕркелесе пыракан хуçалăхра нихăçан та çăкăр татăлман – терĕм эпĕ.

А.ФАДЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика