24 сентября 2011 г.
Кашни çын пурнăçĕнчех тĕрлĕ пулăмсем йĕр хăвараççĕ.Анаткас Сурăм ялĕнче пурăнакан Клавдия Семеновна Павловăн та асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă. Кăшт курса калаçнă вăхăтрах, паллах, пурне те аса илсе те çитереймĕн.
Самаях çулланă ватă вара сăмахне ачалăхĕнчен пуçларĕ.
– Нумаях та пулмасть пек хам та ачасемпе, тус-юлташсемпе урамра выляса çÿреттĕм. Мĕн вăхăтра вĕçсе иртрĕç-ши çав асамлă кунсем. Халĕ вара ватăлса хавшарăм, – терĕ тулли кĕлеткеллĕ кинемей.
Клавдия Семеновна Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче çуралнă. Çемьере икĕ хĕр ача пулнă-ха вĕсем. Клавдия – кĕçĕнни. Вăл çичĕ çула çитсен чире кайнă амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Пĕр вăхăт ашшĕ кил-хуçалăха пĕчченех тытса пырать, ачисене те юратсах пăхать.
– Хĕр ачасене амăшех кирлĕ. Эпĕ сире питĕ шеллетĕп, тетчĕ атте час-часах. Çавăнпах тепре авланма та шутларĕ. Мăшăрлансан тепĕр икĕ ача çуратрĕç, – тăсрĕ калаçăвне Клавдия Семеновна.
Вăл ачаллах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Çичĕ класс пĕтерсен аслисемпе пĕрле вăрман касма çÿренĕ вăхăтсем çинчен чылай каласа пачĕ. Хĕр шутне кĕрсен вара, çав вăхăтри чылай хĕр упраçсем пекех, фермăна вырнаçнă.
– Пулас мăшăрпа туйра паллашнăччĕ. Анаткас Сурăм каччисем пирĕн тăрăха час-часах пырса çÿретчĕç. Çапла темиçе хутчен тĕл пулнă та пĕрлешнĕ. Пирĕн çемьере яланах килĕшÿ хуçаланнă. Мăшăрăм та, эпĕ те ферма ĕçĕнче пиçĕхнĕ, – терĕ çак кунсенче тăхăр вунă çул тултарнăскер.
Çулĕсем кайнăран вăй-халĕ палăрмаллах чакнă. Çавăнпа та ачисенче кăна шанчăкне курать. Çичĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă та ĕнтĕ.
Павловсем чылай çул каяллах капмар çурт çĕкленĕ. Кил хуçи арçынĕ çине тăнипе кивĕ йывăç пÿртне, пĕренисем çирĕп пулнăран, урамăн тепĕр енне туртса каçарса лартнă. Каярах ватăсем ыйтнипе унта кăмака тунă. Клавдия Семеновнăпа мăшăрĕ хăйсене нумай çул хÿтлĕх панă çуртăн вучахне сÿнтерме шутламан. Хăйĕн пĕчĕк çурчĕ темрен те хаклă ватăшăн. Пĕччен юлнăскере халĕ кунти шăплăхĕ канăçлăх кÿрет.
Çĕнĕ çуртра вара Павлик ывăлĕ çемйипе пурăнать. Кинĕ, мăнукĕсем çывăх çыннине пĕр çуртра хăйсемпе пĕрлех усрасшăн-ха. Клавдия Павлова тыл ĕçченĕ вара килĕшмест, пĕчченлĕхех кăмăллать.
Ватă пĕччен пурăнать тени тĕрĕсех те мар-ха. Ăна хирĕç пурăнакан çывăх çыннисем пулăшсах тăраççĕ.
– Кин, сывлăх ĕçченĕ, мана асăрхасах тăрать. Эмелпе, ăшă кăмăлĕпе те сиплет. Мунча хутса кĕртеççĕ. Тутлă апат-çимĕçĕпе те тивĕçтерсех тăраççĕ, – тет тăхăр теçеткерискер.
Яра куна килĕнче кăна ирттермест Клавдия Павлова. Малтанах мăнукĕсене пăхса, асăрхасах тăнă-ха вăл. Халĕ кусем ÿснĕ те асламăшĕ çине тимлĕхне хăйсем уйăраççĕ. Ватă кăнтăрлахи вăхăтра ывăлĕн çемйинчен уйрăлмасть те тейĕн.
– Сергей мăнукăм авланчĕ. Туй пулчĕ пирĕн, – савăнса пĕлтерчĕ юлашкинчен Клавдия Семеновна.
Елена ТИМОФЕЕВА.