АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме хаклама пĕлеççĕ

24 сентября 2011 г.

Пĕр сехете яхăн калаçса лартăмăр Тимĕрçкассинче пурăнакан Порфирьевсемпе. Тÿрех паллă: туслă та телейлĕ çемье. Пĕр-пĕрне кÿрентересси те çук вĕсен. Хăйсен ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ тесен те йăнăш пулмасть. Мĕншĕн тесен хăнана килнĕ çынна вĕсем нихăçан та сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ.

Манăн та Порфирьевсем патĕнче хăнара пулма тÿр килчĕ. Çын мĕнле пурăнни алăк уçсанах палăрать. Тирпейпе илем хуçаланать вĕсен кил хуçалăхĕнче. Кил хушшин сылтăм енче хуралтăсем вырнаçнă, вĕсен алăкĕсене эрешсем илемлĕ сăн кĕртеççĕ.

– Мăшăрăн алли ылтăнран тейĕн,– упăшкипе мухтанса илчĕ Людмила Меркурьевна. – Пур ĕç патне те алли пырать. Ку шкафа та хăйĕн аллипе ăсталанă.

Герман Николаевичпа Людмила Меркурьевна çирĕм икĕ çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем аслă пĕлÿ илеççĕ. Светăпа Настя иккĕшĕ те коопераци институтĕнче вĕренеççĕ.

– Хĕрĕмсем халĕ çемьеллĕ. Настьăн пĕчĕк пепке те пур, – терĕ Л.Порфирьева.

Хăйсен тĕпренчĕкĕсем сывă ÿссе çитсе, çер-шывшăн юрăхлă çынсем пуласса кашни çынах шанать. Порфирьевсем ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ.

Людмила Меркурьевна вăхăта ытларах кил-хуçалăхра ĕçлесе ирттерет. Пĕр вăхăт вăл районти тĕп больницăра санитаркăра тăрăшнă, каярахпа Мускава ĕçлеме çÿреме пуçланă. Мăшăрĕ Герман Николаевич ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн салтак тивĕçне Мускав облаçĕнче пурнăçланă. Тăван яла таврăнсан «Аликовский» совхозра трактористра ĕçленĕ. Халĕ вара çемье пуçĕ ют хуласене ĕçлеме çÿрет.

Мăшăрсем 1988 çулта пĕр çемьене тĕвĕленнĕ. Каччă хĕре пĕрре курсах килĕштерсе пăрахнă. Чĕрере юрату хĕлхемĕ ялкăшнă. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине ăнланса илнĕ хыççăн Герман хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Людмила хирĕçлемен.Çапла вара çамрăксем çемье çавăрнă.

Порфирьевсем пĕр-пĕрне хисеплемеллине, йывăр вăхăтра пулăшмаллине тĕпе хурса пурăнаççĕ. Кил хуçи арçынĕ ют хуласене «шапашкăна» çÿрет. Людмила Меркурьевна килте пĕчченех кун кунлать. Выльăх-чĕрлĕхе пăхнисĕр пуçне вăл тепĕр чун киленĕвĕ тупнă. Алла йĕппе çип тытса пукан, вырăн валли сармалли эрешлĕ çиттисем çыхать.

– Тепĕр чун киленĕвĕ те пур манăн, – чун-чĕререн калаçрĕ хĕрарăм. Мĕн ачаран чечексем лартса çитĕнтеретĕп. Ку ĕçре хĕрĕмсем те пулăшаççĕ.

Чăнах та, чÿрече анисем çинче мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши; Мăшăрĕ те пулăшать ăна, хавхалантарса тăрать.

Вера МОРОЗОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика