28 сентября 2011 г.
Элĕк райповĕ ялсенчи суту-илÿ точкисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрать, вĕсене хăтлăх кĕртессине мала хурать.Акă райпо Вырăс Сурăмĕнчи лавккана кĕске вăхăтра тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Эрне кун ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ку мероприятие халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Палăртнă вăхăт çитсен Элĕк райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов чи малтанах Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне В.Павлова сăмах пачĕ. Валерий Михайлович çапла каларĕ: «Элĕк райповĕ – Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри. Унăн коллективĕ çакна çулсерен çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетсе парать. Райпо лавккасене юсас, реконструкцилес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Вырăс Сурăмĕнчи çĕнелнĕ лавкка та малашне хăтлăхĕпе илĕртĕ. Сутуçăсене вара ăнăçу сунатăп».
Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Николай Ванеркин каланă тăрăх, мĕн кирлине çывăхра туянма май килни пурнăçа чылай çăмăллатать. Лавккара кулленех халăх йышлă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Унтан районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Николай Сергеев сăмах илчĕ. «Çĕнелнĕ лавкка яла илем кÿрет, хăй патне туртать. Райпо ертÿçисене халăх кăмăлне туллин тивĕçтернĕшĕн пысăк тав», – терĕ вăл. Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ананьев кашнине кулленхи пурнăçра телей, ăнăçу сунчĕ.
Райпо ертÿçи Ю.Харитонов тата хăнасем хĕрлĕ хăю касрĕç те çĕнелнĕ лавккана кĕчĕç. Шалта хăтлă та илемлĕ. Тавар ассортименчĕ малтанхинчен ытларах пулни самай палăрать. Халĕ кунта апат-çимĕç продукчĕсенчен пуçласа парфюмерипе косметика таранах туянма пулать. Уçăлнă самантранах тавара ирĕклĕ сутмалли йĕркепе ĕçлеме пуçларĕ.
«Пирĕн ĕç нумай енлĕ», – терĕ райпо ертÿçи Ю.Харитонов. – Чи кирли – кашни хăй вырăнĕнче яваплăха туйса пĕрлехи ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывни». Тавар туянакансене тулăх пурнăç сунчĕ.